Кредит илме чӗнсе калакан хыпар-хӑнара халӑхра тӗрлӗрен йышӑнакансем пур-ха. «Кивҫен илмесӗр укҫа ҫитменнишӗн патшалӑха намӑс пулмалла», — ун пеккисенчен хӑшӗсем. Темле пуянсем те пӗр-пӗр проекта хута яма кредитпа усӑ кураҫҫӗ те, темле каламалла…
Темиҫе ҫул каялла пирӗн ҫӗршывра хушма хуҫалӑха аталантарма тесе ҫӑмӑллӑлӑ кредитсем пама тытӑнчӗҫ. «Кивҫенре мӗн ырри пултӑр ӗнтӗ?» — текенсене кӑштах хирӗҫлемелле-тӗр. Ара, ку вӑл ахаль-махаль йышши мар, процент ставкин пӗр пайне патшалӑх саплаштараканни. Ӑна илсе ҫынсем сарай-вите хӑпартса лартрӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх, мотоблок туянакан та самай пулчӗ.
Ҫӑмӑллӑхлӑ кредита паян та параҫҫӗ. __Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ пӗлтӗр 788 ҫын 156,6 миллиона яхӑн кивҫен илнӗ. Унпа __Хӗрлӗ Чутай__, __Акчиккасси__, __Питеркасси__, __Хусакасси__ ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем уйрӑмах усӑ курнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.