Кӑҫал __Елчӗк районӗнче__ ҫуралнӑ пӗрремӗш пепкене чӑваш ятне панӑ. Кун пирки районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтерет.
Пӗрремӗш куннех администрацин ЗАГС уйрӑмӗнче тӑватӑ ачана ҫырнӑ иккен. Чи пӗрремӗш хута вара __Аслӑ Пӑла Тимешри__ Вера Петровна Черновӑпа Вячеслав Васильевич Николаевсен кил-йышӗ илнӗ. Килӗшсе татӑлнӑ тӑрӑх вӗсем хӑйсен пепкине чӑвашла ят панӑ — арҫын ачана Атнер ятпа регистрациленӗ.
Ырӑ йӑла кӑҫал малалла та тӑсалтӑрччӗ! Чӑвашла ят панӑ ачасен йышӗ самай ӳстӗрччӗ!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.