Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ тӗрлӗ пулӑшупа япала хакне виҫӗм ҫулхи раштаврине тата пӗлтӗрхи ҫулталӑк вӗҫӗнчине танлаштарса пӑхнӑ та хаксем 6,3 процент хӑпарнине асӑрханӑ. Раҫҫейре ҫак цифра 6,5 процент-мӗн.
Официаллӑ статистикӑна ӗненсен, апат-ҫимӗҫ хакӗ пӗлтӗр 6,3 процент чухлӗ хӑпарнӑ, ҫимӗҫ мар тавар — 4,8 процент. Инфляцие тӗрлӗ пулӑшу хакӗ ӳсни ытларах витӗм кӳнӗ теме юрать, мӗншӗн тесен пулӑшушӑн пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен 9,5 процент чухлӗ ытларах тӳлеттерме тытӑннӑ. Кунта ҫутӑ, газ, коммуналлӑ пулӑшу хакӗ хӑпарнине те кӗртмелле-тӗр ӗнтӗ. Официаллӑ статистика медицина пулӑшӑвӗн, пассажир транспорчӗпе ҫӳренин, экскурсипе туризм тавраш, право пулӑшӑвӗ хакланнине ӗнентерет. Страхланишӗн, санатори-курортра каннишӗн, выльӑх тухтӑрӗнчен пулӑшу ыйтнишӗн пӗлтӗр унчченхинчен сахалтарах тӳлеттернӗ.
Апат-ҫимӗҫрен пӗлтӗр ҫӑмарта уйрӑмах хакланнӑ: пурӗ — 26,6 процент. Чӑкӑт, эрех, сӗт-ҫу тавраш, ҫӑкӑр, пулӑ туянма та унчченхинчен ытларах кӑларса хума тивет. Пылак ҫимӗҫ: джем, варени, повидло, пыл, ҫӑнӑх, аш-пӑш йӳнелнӗ.
Пируса йытӑ ҫимен апат теҫҫӗ те, туртакансем ӑна пӗрех туянаҫҫӗ. Ҫитменнине пӗлтӗр ун хакӗ 30-а яхӑн хӑпарнӑ. Хакланнӑ апат-ҫимӗҫ мар тавар хушшинче медицина хатӗр-хӗтӗрӗ те, пусма та, пичет кӑларӑмӗсем те, сӑран пушмак тата ытти те пур. Ҫав вӑхӑтрах пӗлтӗр мотоциклпа велосипед, компьютер, ылтӑн-кӗмӗл тата ытти ювелир япали йӳнелнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |