Ҫӗнӗ 2014 ҫула Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗлӗхпе кӗрет — пирӗн сайтра малашне республикӑра е ун тулашӗнче пулмалли мероприятисемпе паллашма май пулӗ. Вӑл пайӑн кӗске вариантне эсир сылтӑм юпара тупма пултаратӑр, туллине вара ятарлӑ страницӑра вырнаҫтартӑмӑр (каҫӑ пур — кӗрсе пӑхӑр).
Хальлӗхе (ҫак хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра) эпир __Улатӑр районӗ|Улатӑр__, __Элӗк районӗ|Элӗк__, __Патӑрьел районӗ|Патӑрьел__, __Вӑрнар районӗ|Вӑрнар__ тата __Канаш районӗ|Канаш__ районӗсенчи мероприятисене кӗртрӗмӗр. Ҫавӑн пекех Чуллӑ Ҫырти концерт пирки, тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗпе Ҫӗҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчи репертуара вырнаҫтартӑмӑр (хальлӗхе — пуҫламӑшне ҫеҫ-ха, туллин каярах кӗртӗпӗр). Тӳрех каласа хӑварас килет: район сайчӗсенче ку тӗлӗшпе информацие тӗрлӗ шайра кӗртнӗ. Енчен те Элӗк, Канаш тата Улатӑр районӗсенчисенче нумай пулсан, ыттисенче — сахалрах. Уйрӑмах Вӑрнар районӗн сайчӗ чухӑн пулчӗ — курӑмлӑ пайра нимӗн те ҫуккипе пӗрех (ҫав шутрах унта информаци пурри туйӑнать, анчах вӗсем темшӗн кунӗ иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ палӑраҫҫӗ).
Мероприятисем пирки эсир хӑвар та пӗлтерме пултаратӑр — эпир пӗлменнисем ҫинчен. Эпир вӗсене ятарласа тӗрлӗ тӗспе сӑрларӑмӑр, ҫапла май вӗренӳ, ӑслӑлӑх конференцийӗ, спектакль, курав, спорт таврашӗнчисене ҫӑмӑллӑн уйӑрма май пулӗ.
Тепӗр хут сире Ҫӗнӗ 2014 Ҫул ячӗпе туссем!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |