Ҫӗнӗ Ҫул умӗн пӗр эрне юлсан __Нартукан__ уявне уявлама пуҫлаҫҫӗ. Ку уяв вӑхӑтӗнче ӗлӗк тӑвансемпе пухӑнса «ларма» ирттернӗ. Чӗнекеннисем арҫын ачасемпе каччӑсем пулнӑ, вӗсем нумайлӑха хӑнана хӗрсемпе тӑванӗсене чӗннӗ — ҫапларах ӑнлантарса парать Виталий Станьял «Мир чувашской культуры» (чӑв. ~~Чӑваш культурин тӗнчи~~) кӗнекере. Эрне тӑршшӗ вӑл пынӑ. Уяв вӑхӑтӗнче ача-пӑча уйрӑмах савӑннӑ — Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне лартса капӑрлатнӑ, тӑррине сакӑр кӗтеслӗ ҫӑлтӑр вырнаҫтарнӑ, юнашар — автанпа мулкач кӳлеписене. Ачасене ертсе ҫӳрекенне __Хӗл турханӗ__ тенӗ, унпа пӗрле Юрпикепе Ҫилачи чуптарса ҫӳренӗ. Савӑнӑҫлӑ уявра ачасем нартукан сӑввисем вуланӑ (хальхи пек вӑйпа вӗренттернӗскерсем мар, хӑйсем шуталса кӑларнисем те пулнӑ).
Раштавӑн 23-мӗшӗнче, тунтикун, Шупашкарти «Старая площадь» (чӑв. ~~Кивӗ тӳрем~~) кафере «Сувар» тӗпчев фончӗ ӗлӗкхилле Нартукан уявне паллӑ тума пуҫтарӑннӑ. Уява ертсе пыма Сархан Семёнова суйланӑ, — пӗлтерет уявӑн техӗмлӗ шӑршипе апатне тутанса пӑхнӑ Тимӗр Акташ журналист.
Пухӑннисем чӑвашсен йӑли-йӗркине чӗртме, ӗлӗк ирттернӗ уявсене ирттерме чӗнсе каланӑ — ку вӑл ҫамрӑк ӑрӑва хӑйсен йӑли-йӗркине упраса аталантарма пулӑшӗ тенӗ. «Хӑйсен культурине манман ҫынна вара нимӗнле ассимиляци те хӑратаймӗ», — тенӗ Вячеслав Эткер кӳлепеҫӗ.
Уявра тутлӑ апачӗ те, хаваслӑ юрри-ташши те пулнӑ. Кунта мӗн каласа тӑрасси пур ӗнтӗ — уявне хӑйне кайса курмалла. Сӑмах май, Нартукана «Сувар» тӗпчев фончӗ тепӗр ҫул та ирттересшӗн. Кая юлнисем вара Ҫӗн Ҫул хыҫҫӑн «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗ йӗркелекен Сурхури уявне ҫитсе курма пултараҫҫӗ — вӑл кӑрлачӑн 14-мӗш кунӗсем тӗлнелле пулмалла.
__http://fotki.yandex.ru/users/kzilsu1957/album/388206/|**Сӑнсем**__ (4)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |