Вӗсене кӑна мар, ытти ӗҫре тӑрӑшакана та, тивӗҫлӗ канурисене те. Ара, __Вӑрнар районӗнче__ хӑй тӗллӗн вӗреннӗ авторсен «Виҫ Ҫавал ҫаврисем» районти фестивалӗ иртнӗ-ҫке. Ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ. Фестивале пуҫаракансем ун чухлӗ ҫын хутшӑнасса малтанласа шутламаннине пытармаҫҫӗ.
Конкурса хӑй тӗллӗн вӗреннӗ 24 поэтпа композитор пухӑннӑ. Маларах вӗсенчен чылайӑшӗн хайлавӗ район хаҫатӗнче пичетленнӗ иккен. Культура ҫурчӗсемпе вулавӑшсенче вӗсен пултарулӑх каҫӗсем иртнӗ. Ҫапах та пурне те пухса район шайӗнче унччен йӗркелемен.
Конкурса хутшӑннисен хушшинче Вӑрнар район администрацийӗ тӗслӗх вырӑнне __Ярмушкӑри__ ял тӑрӑхӗн специалистне Лиана Григорьевӑна илсе кӑтартнӑ. Вӑл кӑҫал пуҫласа сӑвӑ ҫырма тытӑннӑ. __Упнер__ ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Нина Тикинева вара хӑй сӑввисене юрра хывать иккен. __Вӑрнар__ почтамчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑ Раиса Малышева та сӑвӑсем ҫырать, хитре юрлать теҫҫӗ.
__Санарпуҫӗнчи__ выльӑх тухтӑрӗ Борис Леонтьев та сӑвӑ ҫырать.
__Кайри Тукай__ ялӗнче пурӑнакан, кӑҫал «Вӑранр пики» ята тивӗҫнӗ 20 ҫулти Татьяна Степанова республикӑри «Кӗмӗл сасӑ» фестивальте куракансене килӗшнӗ. Хӑй ҫырнӑ юрра фестивальте вӑл шӑрантарнине жюри лайӑх номрсенчен пӗри тесе йышӑннӑ.
«Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ поэт» номинацире Раиса Малышева пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ, Лиана Григорьева — иккӗмӗш, Василий Семенов — виҫҫӗмӗш. «Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор» номинацире вара Олег Семенов мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Александр Кузьмин, виҫҫӗмӗшӗнче — Василий Семенов. Хӑй ҫырнӑ юрра шӑрантаракансенчен малти виҫӗ вырӑна Татьяна Степанова, Альбина Максимова тата Виктор Волков пайланӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2670890|**Сӑнсем**__ (37)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |