Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пӗрре шухӑшлатӑн та чӑваш чӗлхи чӑвашсене мар, ытти халӑхсене ҫеҫ кирлӗ пек туятӑн. Вӗсем унта, чикӗ леш енче, ӑна хаваспах вӗренеҫҫӗ, пирӗннисене вара темшӗн хистесе вӗрентме тивет.

Ак, нумай пулмасть, Японирен хыпар килнӗ. Унта пурӑнакан Нао Кудо __чӑваш чӗлхине__ вӗренме шут тытнӑ. Чи малтанах вӑл __Геннадий Дегтярёв__ хатӗрленӗ «Изучаем чувашский язык» кӗнекене алла илнӗ. Инҫетри ҫӗршывра ӑна епле туянни паллӑ мар, анчах вӗренӗве ҫӑмӑллатма дискӗ пулман имӗш унӑн. Чӑвашла вӗренекен каччӑ кӗнеке авторӗнчен ҫак диска ытсан Геннадий Дегтярёв пӗр шутласа тӑмасӑрах ӑна пулӑшма шутланӑ, аудиофайлсене тӗнче тетелӗ урлӑ ярса панӑ.

Нао Кудо иккен, Токиори ют чӗлхесен университетӗнче вӗренет, унта вӑл вырӑс чӗлхине ӑша хывать. Раҫҫей поэзипе кӑсӑкланнӑ май вӑл __Геннадий Айхин__ сӑввисемпе интересленсе кайнӑ — вӗсене вӑл пирӗн поэтӑн тӑван чӗлхипе вуласшӑн иккен. Ҫитес ҫул яппун студенчӗ Чӑваш Ене те килсе каяс шухӑшлӑ. 2014 ҫулта Геннадий Айхи 75 ҫул тултарнине шута илсен ҫак ҫулҫӳрев уншӑн чӑн та пӗлтерӗшле пулмалла.

Кӗнеке пирки калас пулсан вӑл нумай пулмасть «Филологи, ӳнер пӗлӗвӗ, культурологи» номинацире тӗнче шайӗнчи «Гуманитари сферинчи чи лайӑх ӑслӑлӑх кӗнеки — 2013» конкурсӑн лауриачӗ пулса тӑнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем