Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш наци телерадиокомпани хальлӗхе ертӳҫӗсӗр пурӑнать, пуҫлӑх тивӗҫӗсене Стройкова Юлия Викторовна туса пырать. Чӳк уйӑхӗнче пуҫлӑха суйлассине тепӗр хут ирттерес тӗлӗшпе ӗҫе пуҫӑннӑ — конкурс пуҫарнӑ. Хутсене раштавӑн 7-мӗшӗччен йышӑннӑ. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ конкурса хӑйсене кирлӗ ҫынна тупма пултарнӑран йӗркеленӗ имӗш.

Информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерствине хӑйсен хучӗсене темиҫе ҫын тӑратнӑ теҫҫӗ. Енчен те малтанхи конкурса ытларах арҫынсем хутшӑннӑ пулсан, хальхинче хӗрарӑмсем нумайрах. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх кандидатсем хушшинче **Юлия Стройкова** (хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тивӗҫӗсене тӑвакан), **Марина Карягина** (чӑваш поэчӗ, телекуравра нумай ҫул тӑрӑшакан), **Александр Магарин** (хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑваш Ен» телекомпанин ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ), **Татьяна Ильина** («Ҫапла пултӑр» передача ертӳҫи, ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи) пур. __Марина Карягинӑпа__ ҫыхӑнса калаҫнӑ хыҫҫӑн конкурса хутшӑнма хутсене вӑл кайса пани пирки пӗлтерчӗ, раштавӑн 7-мӗшӗнче кайнӑ иккен. Татьяна Ильина та кандидатсем хушшинче пуррине хирӗҫлемерӗ.

Конкурс комиссийӗ пуҫлӑх ыйтӑвне раштавӑн 24-мӗшӗнче татса парӗ. Чи нумай сас пухаканни ҫӗнтермелле. Пӗрешкел сас пухсан вӗсен хушшинче кам пулмаллине конкурс комиссийӗнчисем уҫӑ сасӑлав ирттерсе палӑртӗҫ имӗш. Ҫапларах сасӑлав йӗркине министрество сайтӗнче пӗлтернӗ.

Мӗнех, вӑхӑт нумаях юлмарӗ, черетлӗ конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе пире ҫывӑх вахӑтра паллаштарӗҫех пуль. Мускав ҫыннине лартас шухӑшлӑ текен сас-хура тӳрре тухнипе тухманнине те курӑпӑр вара.

Асаилтеретпӗр, унччен пуҫлӑхра Маргарита Гартфельдер ларса, ӑна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче __/news/2744.html|ӗҫрен кӑларса ячӗҫ__ (контрактне тӑсмарӗҫ). Утӑ уйӑхӗнче ҫӗнӗ ҫын килмеллеччӗ те, конкурса тӑратнӑ ҫынсенчен комиссие __/news/3307.html|нихӑшӗ те килӗшмен__. Вӑхӑтлӑха пуҫлӑх ӗҫне туса пыракан Стройкова Юлиях юлчӗ темелле.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ