Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян __Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче__ «Чӗрӗ сӑмах» спектакль премьери иртнӗ. Шел те, вӑхӑт хӗсӗккипе ҫитме май килмерӗ. Унта пулса курнисем вара премьера кӑмӑла кайнине палӑртрӗҫ.

Пьеса авторӗ тата режиссёрӗ — тӗлӗнмелле пултаруллӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чӑваш Иосиф Дмитриев (Трер). Музыкӑпа поэтика ревю ҫирӗммӗш ӗмӗрти поэзин классикӗсен — __Ҫеҫпӗл Мишшин__, __Петӗр Хусанкайӑн__, __Митта Ваҫлейӗн__ тата __Геннадий Айхин__ — хайлавӗсенчен никӗсленнӗ. Вилӗмсӗр поэтсен сӑнарне туртса кӑларма пултаракан роле кама выляттарасси пирки Иосиф Трер пуҫ ватнине хам та ас тӑватӑп-ха. Кун пирки вӑл пӗр калаҫура палӑртнӑччӗ. Ҫапла вара Поэт рольне Сергей Никитина шанса панӑ. Спектакле Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн вӗренекенӗсене те явӑҫтарнӑ. Премьерӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ. Ӑна СССР халӑх артисткин пултарулӑхне тата Ҫамрӑксен театрӗ кӑҫалхи ҫуркунне сакӑр теҫетке ҫул тултарнине халалланӑ.

«Шӑплӑхра сасӑ илтӗнет. Ҫав Сасӑ, тӗнче таппипе пӗр кӗвве килсе, Сӑмах тӑвать. Сӑвӑ ҫуралать», — тет те Иосиф Трер, ҫакна «Чӗрӗ сӑмах» тепӗр хут ҫирӗплетсе парать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 10

1923
102
Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Тихонов Вячеслав Архипович, хӑрушлӑхсӑр министрӗ пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Митта Ваҫлейӗ, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1985
40
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1994
31
Куславккара Н.И. Лобачевский ячӗллӗ музей уҫӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть