__Шупашкарта__ автомашинӑсене эвакуацилеме пуҫлаҫҫӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсен умне лартса тухнӑ машинӑсем лартса тухни коммуналлӑ хуҫалӑх машинисене те чӑрмантарни каламасӑрах паллӑ. Хӗлле лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗчленет — урамра ларакан машинӑсене пула юр тасатма та йывӑр.
Шупашкарта йышӑннӑ хӑтлӑх кӳмелли правилӑсемпе килӗшӳллӗн унта-кунта лартса хӑварнӑ машинӑсене эвакуацилеме тытӑнӗҫ. Ятарлӑ рейдсене каҫсерен ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ятарлӑ автопредприятин кун валли виҫӗ эвакуатор пур-мӗн.
Ҫапах та ҫапла кӑра мера йышӑниччен хула влаҫӗсем «Лартма юрмасть» текен асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Ятарлӑ асӑрхаттарусем 66 штук иккен. Вӗсене машинӑсем уйрӑмах хутлакан ҫул-йӗр хӗрне е машинӑсене кӗрсе тухма йывӑр вырӑнсене вырнаҫтарса тухӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.