__Ҫӗрпӳ__ хулинче этнокультура паркне тума тытӑнни пирки __/news/4469.html|эпир нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ__. Хайхи ҫав парка паян хамӑр ҫитсе куртӑмӑр.
Кӳлепесене касса кӑларнӑ Вячеслав Эткер ӳнерҫӗ каласа панӑ тӑрӑх ку шухӑш ҫӗрпӳсен Киров хулинче ҫакӑн йышши паркпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ имӗш. Хула администрацийӗ ун патне тухнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫак парка епле курнине пӗлтернӗ, вара, килӗшсе татӑлнӑ хыҫҫӑн, ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫӗрпӳ хула администрацийӗ кӑҫал ҫак парк валли 100 пин тенкӗ грант выляса илнӗ хыҫҫӑн кӳлепесем те парка вырнаҫма пуҫланӑ.
«Чӑваш Ен» ЧПТРК каналӗпе хыпар тухнӑ вӑхӑталла хайхи администрацине Вячеслав атте ятӗнчен ҫын килнӗ иккен — юнашар вырнаҫнӑ чиркӳн пупне паркри кӳлепесем килӗшмен имӗш. Вячеслав атте, паллах, хӑй ятӗнчен сӑмах хушмасть — ҫак сӑмахсене ӑна чиркӗве пуҫ ҫапма килекенсем евитленӗ имӗш. Ку кӳлепесем ачасене тӗрӗс маррине вӗрентессинчен те хӑрать арҫынсен мӑнастирӗн пупӗ — юнашарах 1-мӗш вӑтам шкул вырнаҫнӑ-ҫке. Ытларах, паллах, чиркӳпе юнашар хӑй калашле «язычество идолне» лартни питӗ кӑмӑла хуҫать унӑнне.
Паллах, ку кӳлепесем чӑваш йӑли-йӗркипе ҫеҫ ҫыхӑннӑ. Киремет карти вырӑнне тӑвас шухӑш та ҫук Вячеслав Эткерӗн. Ун шухӑшӗпе ку лаптӑкра халӑх чӑвашӑн культурипе, унӑн манӑҫа тухакан йӑли-йӗркипе паллашма пултарӗ. Парк варринчи юпана ак епле сӑнласа кӑтартрӗ вӑл: «~~Аялти пайра тӗрӗлесе йӗркеленӗ несӗлсен палли вырнаҫнӑ. Ҫав тӗрӗсемпех ҫыхӑнса пурнӑҫ ҫӳлелле хӑпарса пырать — ку вӑл хальхи пурнӑҫа авалхи несӗлсемпе ҫыхӑнтаракан паллӑ. Кайран ӗнтӗ, ҫӳлелле, пурнӑҫ палли — ӑна «Телей», «Ырлӑх», «Сывлӑх», «Юрату» сӑмахсемпе ҫавӑрса касса кӑларнӑ. Вӗсен ҫийӗнче вара мифологири сӑнарсем — така пуҫӗсем — Аслӑ Турӑна хӳтӗлекен сӑнарсем. Ҫӳлерех пӗлӗт паллисем, ун ҫийӗнче — Аслӑ Турӑ сӑнарӗ. Пӗр енчен пичӗ ырӑ, тепӗр енчи хаяр. Ку вӑл усалпа ырӑна сӑнарлать. Хыҫалтан пӑхсан вара ку сӑнар ӑмӑртайӑк пек~~». Паллах, ку юпа чӳк тумалли, кӗлӗ вуламалли вырӑн мар — унта чӑваш мифлогийӗ ҫеҫ сӑнарланнӑ. Апла пулин те юнашарти мӑнастир пупӗн кӑмӑлне самай хуҫаҫҫӗ пулас.
Вячеслав Атте паян вырӑнта пулмарӗ, Вячеслав Эткер унпа карас телефонӗпе ҫеҫ ҫыхӑнма пултарчӗ. Хам илтнине кура вӗсен калаҫӑвӗ хӗрӳ пулнине калама пултаратӑп. Мӑнастир пупӗ «Чӑваш тӗнчи» сӑмахсем ҫине те тӑрӑнчӗ — те чӑвашла ҫырни килӗшмерӗ ӗнтӗ, те пирӗн чӗлхене япӑх пӗлнипе унта «Чӑваш тӗнӗ» ҫырнӑ тесе шутларӗ ӗнтӗ, анчах хапха тӑррине ҫырса хунӑ сӑмахсем килӗшменни вӑйлах сисӗнчӗ, Вячеслав Эткер ӳнерҫӗ ӑна вара чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулнине асаилтерчӗ.
Хула администрацине илес пулсан вӗсем ҫак ӗҫе малалла тӑсма шутлаҫҫӗ — килес ҫул тепӗр грант илсе парка ҫӗнӗ кӳлепесемпе пуянлатасшӑн. Вячеслав Эткер хальхи вӑхӑтра кукамипе кукаҫин кӳлепине ӑсталать — ик-виҫ эрнерен парка илсе килсе лартма та хатӗр иккен. Пупӗ пирки сӑмах тухсан вара Волчкова Алла Викторовна мӑнастир ҫурчӗ хӑй ытла та юхӑннине асӑнчӗ — ахаль сӑмах сарса ҫӳрес вырӑнне ҫуртне юсани самай усӑллӑрах пулӗччӗ терӗ. Хулана туристсене илсе килсен те музейран тухсан вӗсем ҫӗмрӗк чӳречеллӗ чиркӗве кураҫҫӗ имӗш.
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/154417/|**Сӑнсем**__ (12)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |