Шкул ҫулне ҫитменнисен черетне чакарас тесе юлашки ҫулсенче сахал мар ӗҫ туса ирттерни вӑрттӑнлӑх мар. Халӗ черет чакса пырать, ҫапах та хӑш-пӗр ҫӗрте йывӑрлӑх ҫук мар. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра 3 ҫултан иртнӗ 400 ытла шӑпӑрлан ача-пӑча пахчине кайма черет кӗтет иккен. Вӗренӳ министерстви ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсене пурне те вырӑнпа тивӗтерме палӑртнӑ, ҫапах та __Шупашкар районӗнче__ лару-тӑру уйрӑмах йывӑр иккен. Унта 3 ҫултан иртнӗ 208 ача хальлӗхе вырӑнсӑр юлнӑ.
2016 ҫул тӗлне вара пирӗн республикӑра ҫулталӑк ҫурӑран аслӑраххисен черетне те пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Кӑҫал кӑна 11 ача-пӑча пахчи, килес ҫул 18 хута яма палӑртнине шута илсен ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗрес шанчӑк пур. Ҫапах та тепӗр ҫӗрте ӗҫе хӑвӑртлатмалли куҫ кӗрет иккен. Тӗслӗх вырӑнне __Куславккапа__ __Ҫӗмӗрле__ хулисене асӑнаҫҫӗ. Унта ӗҫе графикран юлса пурнӑҫланӑ-мӗн. __Йӗпреҫ районӗнчи__ __Буинск__ поселокӗнчи, __Муркашри__, Шупашкар районӗнчи __Кӳкеҫ__ поселокӗнчи тата __Шупашкарти__ Гладков урамӗнчи ача-пӑча пахчисене 20 уйӑх кая юлса туни пирки пӗлтерет «Чӑваш Ен» телевиденипе радио компанийӗ. Ӗҫ-пуҫ тӑсӑлса кайнин сӑлтавӗ пирки каласан, подрядчиксен вӑр-варсӑрлӑхне тата муниципалитетсем контрактсене тӗрӗс мар тунине палӑртаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тихонов Вячеслав Архипович, хӑрушлӑхсӑр министрӗ пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Митта Ваҫлейӗ, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куславккара Н.И. Лобачевский ячӗллӗ музей уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |