Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Йӑнӑшасси такамӑн та пулать-ха. Уйрӑмах — яш чухне. Ҫапах та хӑв ҫуратнӑ ачана урама шӑнса вилме тесе кӑларса хунине ниепле те ӑнланма ҫук. __Вӑрнар районӗнчи__ __Ҫавалкасси__ ялӗнче ҫуралнӑ тата унтах пурӑнакан 28 хӗрарӑм вара ҫавӑн пек хӑтланнӑ.

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл __Шупашкарта__ пӗр хваттерте пулнӑ чух ҫӑмӑлланнӑ. Ҫут тӗнчене ҫӗнӗ чун ирхи тӑватӑ сехетре килнӗ. Унран хӑпас тесе хӗрарӑм ҫаппа ҫарамас ачана нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин умне, ҫӗр ҫине, пӑрахса хӑварнӑ. Хӗр ачана иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ҫийӗнчех ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ пепкене ача ҫуртне вырнаҫтарнӑ.

Ҫак пӑтӑрмах хыҫҫӑн вунӑ кунтан хӗрарӑм тӗлӗшпе ачана вӗлерме тӑнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Нумаях пулмасть хӗрарӑма амӑш правинчен хӑтарнӑ. Кунсӑр пуҫне унран алимент шыраса илмелле тунӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй