__Вӑрнар районӗнчи__ __Вӑрманкассинчи__ __Вӑтам Ҫавал__ юханшывӗ ҫинче плотинӑна тӗплӗн юсама тытӑннӑ. Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫ валли пурӗ 9,1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ку виҫерен пысӑк пайӗ, 8 миллионӗ, федераци хыснинчен килнӗ. 700 пинне республика хыснинчен уйӑрса хӑварнӑ, 290-шне — вырӑнти бюджетран.
Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, плотинӑна юсама тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ. иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче туса лартнӑскер ишӗлме пуҫланӑ.
Юсав епле пынипе паллашма ӗнер унта ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Евгений Юшин тата вырӑнти тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Вӑрманкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Павлов плотинӑна юсанӑшӑн ҫынсем савӑннине палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.