__Йӑршу__ юханшывне «Юрма» агрохолдинг сиен кӳни пирки эпир __/news/4004.html|пӗлтернӗччӗ__, тӗрӗслевҫӗсем 1 300 пулӑ виллине ун чухне тупнӑччӗ.
Шупашкар район прокуратури тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пулӑ Кӳкеҫ патӗнче, ҫавӑн пекех юхӑмӑн тата та анат енче те — Юртукасси ялӗ таранах — вилнине палӑртнӑ. Ҫак фактсене тӗпе хурса «Юрма» агрохолдинг тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснишӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Район сучӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятие 8.2 статьяпа айӑпласа чи пысӑк виҫене — 250 пинлӗх штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Хальхи вӑхӑтра агрохолдинга административлӑ право тӗлӗшӗпе 7.6, 8.15, 9.2, 8.38 тата 8.13 статьян 4-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн, вӗсене пӑхса тухайман-ха. Ҫавӑн пекех пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ — РФ Пуҫиле кодексӑн 247 статьин 2-мӗш пайӗпе.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |