Ӗпхӳри чӑвашсен вырсарни шкулне вырӑнти влаҫсем сутас шухӑш тытнӑ иккен. Паян унта 100 ытла ача ӑс пухать-мӗн. Унта пӗлӳ илес кӑмӑллисем татах пур иккен, анчах вырӑн ҫитменнине кура мӗн пуррипе ҫырлахма тивет.
Шкула мэри йӳнӗ хакпа такама тара парасшӑн имӗш. Ҫуртӑн пӗр тӑваткал метрне пӗр тенкӗпе хаклаҫҫӗ пулать. Ҫапла утӑм патне ҫитнине хула влаҫӗсем ҫурт киввипе, вӑл ишӗлме тытӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах «Ӗпхӗвӗн арххӳтӗлевӗ» юхӑмӑн ертӳҫи Владимир Захаров апла пӗтӗмлетнипе килӗшмест. «Ҫурт ҫирӗпех ларать, васкавлӑ юсав кирлӗ мар ӑна», — ӗнентерет иккен вӑл. Владимир Захаров шучӗпе ҫурта илем кӳме юсани те ҫителӗклӗ.
Вырсарни шкулӗн директорӗ Иван Тарасов вара шкул ҫуртне сутлӑха кӑларасси пирки хальлӗхе вӗсене официаллӑ майпа никам та систерменнине палӑртнӑ. Анчах шкула такамсем вӗҫӗмех пырса пӑхаҫҫӗ, сӑн ӳкерсе ҫӳреҫҫӗ иккен. Ҫурта тул енчен илем кӗртмеллипе, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Иван Тарасов килӗшет. Кун валли укҫа уйӑрса пулӑшма хатӗр пуянсем те пур-мӗн: нефть комапнийӗсенчен пӗри «кӗмӗлпе» пулӑшма шантарать иккен.
Шкул ҫурчӗн историне илсен, ӑна 19 ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ иккен. Революциччен унта Ӗпхӳри кӗпӗрнен земство управленийӗ, Уес училищи вырнаҫнӑ. 1892-мӗш ҫултанпа унта чӑвашсен паллӑ математикӗ тата педагогӗ Павел Миронов тӑрӑшнӑ. 1918-мӗш ҫулта вӑл унта уҫнӑ Чӑвашсен учитель семинарине ертсе пынӑ. Паян вырсарни шкулӗ Павел Миронов ячӗпе хисепленсе тӑрать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |