Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян культура министрӗпе наци юхӑмӗн шурсухалӗсем тӗл пулчӗҫ. Асаилтеретпӗр, ку тӗлпулӑва иртнӗ эрнекун, __/news/4125.html|юпан 4-мӗшӗнче планланӑччӗ__ — элчӗ пулса кайма ҫавра сӗтелте __Виталий Станьяла__, __Николай Егорова__, __Фёдор Мадурова__ тата __Николай Максимова__ суйланӑччӗ. Тӗлпулӑва Фёдор Мадуров ҫеҫ ҫитеймен, вӑл хӑйӗн ӗҫӗсемпе паян тӑван тӑрӑхне тухса кайнӑччӗ.

Калаҫу ытларах енпе __Чӑваш наци конгресӗ__ тавра пычӗ. Николай Егоров пулас «Амазония» парк пирки сӑмах хускатрӗ, анчах ку ыйтупа министр ӑна тепӗр хут каярах уйрӑммӑн тӗл пулма шантарчӗ.

— Калаҫу хӗрӳ пычӗ — тесе пӗлтерет Тимӗр Тяпкин. — Министрсем ҫине Станьял вӑйлӑ тапӑнчӗ, конгреса хатӗрленес ӗҫ питӗ сӳрӗккен пынипе кӑмӑлсӑр пулнине палӑртрӗ.

Виталий Станьял хальхи вӑхӑтра та ни кун йӗрки ҫуккине, ни резолюци проектне хатӗрлеменнине асӑнчӗ. Мандат, секретариат комиссийӗн проектне те никам курман пулас. Аслӑ пуху умӗн 2 эрне юлнӑ тӗле регионсене ЧНК Президенчӗн отчётне ярса пама вӑхӑт та тахҫанах ҫитнӗ — нихӑш наци культурин автономийӗн ертӳҫи те вӑл хута курман. Отчётне сӳтсе явмалла — ун валли вара хатӗрленес пулать. Виталий Петрович уйрӑммӑн ЧНК Уставне асӑнчӗ — унӑн шухӑшӗпе вӑл пӗр-пӗр кролик ерчетекен общество уставӗнчен те япӑх. Ҫӗннине хатӗрлемелле имӗш.

Регистрациленнӗ хаҫат пур хушӑрах вӑл ҫак аслӑ пуху умӗн тухманни те Виталий Станьяла пӑшӑрхантарчӗ.

Хутсем пирки культура министрӗн ҫумӗ Алексеева Альбина Ивановна хурав пачӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл наци конгресне хут ҫырса питӗ нумай пулӑшма тивнине асӑнчӗ — ЧНК исполкомӗ, иккен, ӗҫлесех каймасть. «Министерство яваплӑха (Н.П. ӑнлантарӑвӗ — аслӑ пухӑва тивӗҫлӗ шайра ирттерсе ярас тӗлешпе) туять. Айӑккинче тӑма чунпа пултараймастпӑр», — терӗ Альбина Ивановна.

Конгресӑн Президенчӗ кам пуласси пирки тӑракан ыйтуран, паллах, ку тӗлпулура пӑрӑнаймарӗҫ. Виталий Станьял тӳрременех ыйтрӗ: «Сирӗн, влаҫ тытӑмӗн, хӑвӑрӑн кандидатура пур е ҫук?». Министр ку ыйту ҫине республика Элтеперӗ ячӗпе калама пултараймастӑп терӗ, анчах Михаил Васильевич ку ыйтупа кӑсӑкланать, пачах та интересленмест тесен тӗрӗс мар пулнӑ пӳлӗччӗ терӗ. Малтанхи ҫулсенчи пек, влаҫрисем тӳрремен те «сӗмсӗррӗн» хӑйсен кандидатурине сӗнмӗҫ тесе шантарчӗ. Анчах кашни кандидат тӗлӗшӗпе тишкерӳсем ирттереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах конкретлӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ ҫын тата халӑх хушшинче тата влаҫ структурисенче хӑйне сумлӑ кӑтартнӑ ҫын пулсан аванччӗ терӗ Вадим Петрович. Министр Николай Лукиановӑн __/blogs/comments/1982.html|уҫӑ ҫырӑвӗнче__ асӑннӑ «хӑватлӑ Конгресс вӑл хӑватлӑ Республика, хӑватлӑ Республика вӑл — хӑватлӑ Конгресс» йӗркесемпе килӗшни пирки каларӗ. Вадим Ефимов 7-8 хушамата асӑнчӗ, ҫав списокран Николай Угаслова тӗслӗх пек илсе кӑтартрӗ — чӑвашлӑхшӑн укҫи-тенкине сахал мар хывать. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн пайташӗ, депутат пулни пирки каламарӗ ӗнтӗ, анчах наци конгресӗнче вице-президент пулнине асӑнчӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та