__Етӗрне__ хулинчи вӑтам пӗлӳ паракан 3-мӗш шкулта 6 класра вӗренекен Виктор Антипин «Регионӑн электрофикаци историйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри истори конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Жюри членӗсем шкул ачи ӗҫне пысӑк хак панӑ пулнӑ. Асӑннӑ конкурсӑн куҫӑмлӑ мар этапӗ Атӑлҫи федераллӑ округӗнче 5–6 вклассен вӗрекенӗсем хушшинче иртнӗ. Унта Виктор хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ. Паллах, вӗрентекен тӳпи те ку ҫӗнтерӳре пысӑк. Ҫавӑнпа та Виктор Елена Михайловна Антипова вӗрентекене тата 3-мӗш шкулӑн директорне — Кузнецова Татьяна Михайловнӑна — тав тӑвать.
Ҫакӑн йышши конкурсенче Виктор пӗрре мар хутшӑннӑ. Сӑмахран, шкул ачи кӑҫал ака уйӑхӗнче Мускаври ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗнче иртнӗ VI тӗпчев, реферат тата пултаруллӑ ӗҫсен региосем хушшинчи уҫӑ конкурса хутшӑннӑ. Унта вӑл суйлав турнирне тухса хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ хӳтӗленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |