«Сочи–2014» олимп ҫулӑмӗ __Шупашкара__ раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫитмелле. Ӑна юпан 7-мӗшӗнче Мускавра чӗртӗҫ. Ҫулӑм ҫулӗ 65 пин ытла ҫухрӑм тӑсӑлмалла. Хӑш ҫӗрте ӑна машинӑпа, хӑш ҫӗрте пуйӑспа, самолетпа, лашапа е тата пӑланпа илсе кайӗҫ. Ҫулӑма космоса та ҫитерме палӑртнӑ иккен.
Пирӗн рсепубликӑра ҫулӑма илсе каймалли вӑрӑмӑш — 30 ҫухрӑма яхӑн. Ҫулӑма йӑтма тӗрлӗ ҫулхисемпе тӗрлӗ ӗҫре ӗҫлекенсене: культура ӗҫченӗсене, педагогсене, врачсене, тренерсене — кӗртнӗ. Ҫулӑма йӑтма тивӗҫнисен йышӗнче — Олимп вӑййисене икӗ хут хутшӑннӑ Светлана Захарова; урапапа ҫӳрекен сусӑр, биатлонла вылякан Юрий Степанов; «Суварята» халӑх ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗ Ирина Музыкантова; ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Михаил Кузнецов; Олимпиадӑра бронза медале тивӗҫнӗ Татьяна Петрова-Архипова. Ҫулӑм пыракан ҫул ҫинче концерт лапамӗсем йӗркелеме палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |