Паян чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ҫыннин __Андриян Григорьевич Николаевӑн__ ҫуралнӑ кунӗ — пурӑннӑ пулсан 84 ҫул тултарӗччӗ вӑл. Чӑвашра ун ятне манмаҫҫӗ — паянхи кун тӗлне тӗрлӗ мероприятисем хатӗрленӗ. Ак Хӗрлӗ Чутай район вулавӑшӗнче те ятарлӑ кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ — «Ҫӑлтӑрсем патне...» ят панӑ ӑна.
Вулакансем кунта паллӑ космонавтӑн кун-ҫулӗпе паллашма пултараҫҫӗ. Кӗнекесенче ҫавӑн пекех сӑнсем те пур, паллӑ чӑвашсем Андриян Григорьевич пирки ҫырса хӑварнӑ асаилӳсем те. Вулакансене уйрӑмах «Андриян Николаев: орбиты космические и замные» (~~Андриян Николаев: тӗнче уҫӑхӗнчи тата ҫӗр ҫинчи орбитӑсем~~, 2013) кӗнеке кӑсӑклантармалла — унта космонавтпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн ҫырнӑ __Петӗр Хусанкайӑн__, __Юрий Айташӑн__, __Александр Галкинӑн__, __Георгий Ефимовӑн__, __Яков Ухсайӑн__ тата ыттисен асаилӗвӗсене вулама пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |