Сӑмахӑмӑр «Раҫҫей пӗрлӗхӗшӗн» истори курсӗ пирки-ха. Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви шкулта историе вӗрентмелли концепцие хатӗрлеме конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Тендерӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 11,4 миллион тенкӗпе танлашать-мӗн.
Концепцие хатӗрлекенсен Раҫҫей халӑхне пӗтӗҫтерес тата ҫӗршывӑн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тесе (ку шухӑша конкурс условийӗнче палӑртнӑ) ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ ирттермелле иккен.
Аукционта кам ҫӗнтерни кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Мӗнпур ӗҫе вара килес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Проектра Раҫҫейӗн историне «унӑн регионӗсен историйӗ» урлӑ вӗренмелле тесе каланӑ-мӗн-ха. Анчах, «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат асӑрханӑ тӑрӑх, 39 страницӑллӑ документра чӑвашсемпе тӗрӗк халӑхӗсен несӗлӗсем пирки кӗскен кӑна асӑнса хӑварнӑ иккен. «Пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗрти Хӗвелтухӑҫ Европа» текен пайра «Хӗвелтухӑҫ Европа, Ҫӗпӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсемпе халӑхӗсем. Хасар каганачӗ. Атӑлҫи Пӑлхар. Тӗрӗк каганачӗсем» текен пункт пур кӑна-мӗн.
Раҫҫейӗн пӗрлехи истори учебникне хатӗрлес шухӑша ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ. Кӗнекере, ун шучӗпе, халӑхсене Раҫҫейпе пӗрлештерни пирки пӗр пек истори кирлӗ, тавлашуллӑ самантсене тӗрлӗрен ӑнланмалла туса хӑвармалла мар. Кун пек шухӑш тивӗҫтерменни пирки Тутарстанпа Пушкӑртстан республикисем палӑртнӑ. Мӗншӗн тесен халӑхсене Раҫҫейпе пӗрлештерни пирки тавлашуллӑ самантсем ҫук мар, сӑмахран, Атӑлҫи тӑрӑхне илес пулсан та...
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |