Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.8 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер РФ Следстви комитечӗн республикӑри Управленийӗнче пресс-конференци иртрӗ. Унта ведомствӑн ҫур ҫулхи ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫавӑн йышши мероприятисенчи евӗрех нумай цифра асӑнчӗҫ. Вӗсемпе Управлени ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев паллаштарчӗ.

Ҫапах та пресс-конференцин самай пайӗ нумаях пулмасть пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗп фигуранчӗ — __Сӗнтӗрвӑрри район__ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев — тавра пычӗ. Сӑмах май, ҫӗр сутма ирттерекен аукционта Моисеев пӗр усламҫӑна ҫӗнтерме пулӑшма шантарнӑ имӗш. Ҫакӑншӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 4 миллион тенкӗ ыйтнӑ пулать. Сӗтевӗн ҫуррине — 2 миллионне — панӑ чух ҫакланнӑ иккен. Ҫӗре Моисеев ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ категорирен каярах строительство валли куҫарма шантарнӑ-мӗн.

Журналистсенчен хӑшӗ ку ӗҫре политика сӗмӗ, апла тӑк ура хурас тени ҫук-и тесе кӑсӑкланчӗ. Следстви управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен пайӗн ертӳҫи Радислав Родионов ун пек факта хирӗҫлерӗ. Юри такӑнтарас тенине вӗсем тӳрех сисессине пӗлтерчӗ.

Тӗпчевҫӗсене ӗҫлеме кансӗрлемеҫҫӗ-и тесе кӑсӑкланакан та пулчӗ. Радислав Родионов ун пекки ҫуккине пӗлтерчӗ. Пулсан та следстви малалла пырасси пирки татса каларӗ.

Пресс-конференцире прокурорсемпе судьясен династийӗсем пирки те сӑмах хускалчӗ. «Ыр япалах-и вӑл? Эсир мӗнле шухӑшлатӑр?» — кӑсӑкланчӗ журналистсенчен пӗри. Тӗпчевҫӗсене ку ыйту хытах тӗлӗнтерчӗ темелле. «Ытти професси ҫыннисен хушшинче династисем пур-ҫке, йӗрке хуралҫисен хушшинчи начар-им?» — шухӑша палӑртрӗҫ вӗсем. «Чаплӑ футболист пулма эпӗ тем пекех ӗмӗтленнӗ, анчах май килмерӗ», — терӗ Радислав Родионов. Футболла вара паян та вылять иккен. Анчах Управленипе ЧР Шалти ӗҫсен министерстви ирттернӗ матчра тӗпчевҫӗсем выляса янӑ. Халӗ Управлени тепрехинче ҫӗнме хатӗрленет иккен. Спорт теми ҫине куҫнӑ май, «Ҫӑлтӑрпа ирттернӗ зарядкӑна хутшӑнмарӑр-и?» — тесе ыйтакан та тупӑнчӗ. Ҫав кун тӗпчевҫӗсем Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе тӗпчев ӗҫӗсене ирттернине пӗлтерчӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть