Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +30.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян, ҫурлан 18-мӗшӗнче __Шупашкар__ хули хӑйӗн 544 ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫак куна уявлама республикӑн тӗп хулине пин-пин ҫын пуҫтарӑннӑ.

Унсӑр пуҫне паян Наци вулавӗшӗнче 14:00 сехетре регионсем хушшинчи общество организацийӗ «Чӑваш наци конгресӗ» лару ирттернӗ. Ларӑва пирӗн республикӑн элчисемсӗр пуҫне конгресс канашӗн Мари Эл, Пушкӑрт, Тутар республикисенчи, Мускавпа Питӗр хулисенчи, Самар, Чӗмпӗр, Чулхула, Тӗмен, Ӑремпур облаҫӗсенчи элчисем хутшӑннӑ.

Тӗпрен илсен ларура виҫӗ ыйту тавра сӑмахланӑ. Пӗррӗмӗш ыйту Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне ирттерессипе ҫыхӑннӑ. Ку ыйтупа «Чӑваш наци конгресӗн» президенчӗ __Архипов Геннадий Николаевич__ тухса калаҫнӑ. Вӑл съезда юпан 25-27-мӗш кунсем хушшинче ирттерме сӗннӗ. Вара сасӑланӑ хыҫҫӑн ун шухӑшӗпе нумайӑшӗ килӗшнӗ.

Иккӗмӗш ыйтура сӑмах ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетесси ҫинчен пынӑ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич ларӑва пухӑннӑ ҫынсене йышшӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ. Ҫапла вара юпа уйӑхӗнче ирттерме планланӑ съезда 386 делегат хутшӑнмалла, вӗсенчен тулашран — 111, ют ҫӗршывран — 15, Чӑваш Республикинчи муниципаллӑ районсемпе хула округӗсенчен тата учрежденийӗсемпе организацисенчен — 260 делегат.

Юлашкинчен Мӑн канаша хутшӑнакансем пӗр ыйтупа кӑна тухса калаҫмарӗҫ. Тухса калаҫакансем паянхи кунсенчи кӑткӑслӑ ыйтусем тавра сӑмахларӗҫ. Чи малтанах сӑмаха «Чӑваш наци конгресӗн» исполком председатӗлӗ Портнов Константин Петрович илчӗ. Хӑйӗн калаҫӑвӗнче вӑл чуна ыратаракан пулӑмсене хускатрӗ. Ҫитес съезд хӗрӳллӗ пулса иртемелли ҫинчен каларӗ.

Пӗтӗмӗшлӗ илсен лару самай дискуссилӗ иртрӗ. Ҫитес съезд мӗнлерех, хӑҫан иртмеллине ларура ҫирӗплетсе пачӗҫ пулин те йышӑнупа пурте килӗшсех каясшӑн пулмарӗҫ.

Тухса калаҫакансен хушшинче уйрӑмах Илья Арсентьевич Иванов журналистӑн чуна пырса тивӗкен доклачӗ итлекенсен кӑмӑлне кайрӗ. Вӑл хускатнӑ ыйтусем, проблемӑсем чӑннипех те пирӗн республикӑра ҫивӗччӗн тухса тӑраҫҫӗ. Ҫапах та залра Илья Иванов шухӑшӗсене сивлекеннисем те тупӑнчӗҫ. Пӗрисен шухӑшӗпе конгресс хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлнӗ тивӗҫлипе пурнӑҫламаҫҫӗ, теприсем вара конгресс лайӑх ӗҫлет тесе ӗнентереҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, миҫӗ ҫын — ҫавӑн чухлӗ шухӑш.

Ҫапла вара паянхи ларура йышӑннӑ тӑрӑх Чӑваш наци конгресӗн VIII съезчӗ юпан 25–27-мӗшӗнче пулса иртӗ. Съездра вара Чӑваш наци конгресӗн ҫӗнӗ президентне суйлӗҫ. Тен ҫак улшӑнусем конгресшӑн чӑннипех те усӑллӑ пулӗҫ. Тен вара «Чӑваш наци когресӗ чӑваш халӑхшӑн тӑрӑшмасть» текенсен йышӗ чакса ларӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть