«Хӑв куҫпа курни, илтнинчен лайӑхрах» каларӑша тӗпе хурса __Шупашкар__ хула пуҫлӑхӗ __Леонид Черкесов__ Элкер урамӗнче вырнаҫнӑ мини-пасара кӗрсе тухнӑ. Унта вара чӑваш ял хуҫалӑх продукцине сутаҫҫӗ, ҫав шутӗнчех килте ӳстернӗ пахча ҫимӗҫсемпе ҫырласем те.
Леонид Ильич суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫлакансене микрорайон ҫыннисене юрӑхлӑ продукципе тивӗҫтерсе тӑннишӗн тав сӑмахӗ каланӑ.
Администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫынсем суту-илӳ ӗҫӗшӗн тӳллемесӗрех хӑйсен сад-пахчинче ӳсекен ҫимӗҫсене сутса тӑма пултараҫҫӗ. __Шупашкарта__ ун пек вырӑнсем пурӗ 24.
Элкер урамӗнчи сад-пахча ҫимеҫӗсене сутакан мини-пасар __Мускав районӗнче__ чи пысӑк суту-илӳ лаптӑкӗ шутланать. Унта 12 картланӑ навес тата 6 сӗтел: пӗтӗмпе 78 суту-илӳ вырӑнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ют Николай Яковлевич, критик, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ. | ||
| Мурашковский Владимир Григорьевич, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |