__Канаш районӗнчи__ __Шӑхасанта__ пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна хӗрсене ӳте сутса пурӑнма явӑҫтарнишӗн хӑй вӑхӑтӗнче судпа пӗрре айӑпланнӑ пулнӑ-ха. Анчах кун пек мул тума пурри ӑна пӗрех илӗртнӗ курӑнать. 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен тытӑнса вӑл каллех хӑйӗн «ӗҫне» пуҫарса ярать. Ҫапла вара пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗччен 17–25 ҫулсенчи 13 хӗре явӑҫтарать. Вӗсем __Канаш районӗ|Канаш__ тата __Йӗпреҫ районӗ|Йӗпреҫ__ район пикисем пулнӑ иккен.
Арҫынсемпе тӗл пулма арҫын икӗ хваттер: пӗрне — __Канашра__, теприне — __Шӑхасанта__ — тытса тӑрать. Кирлӗ пулсан хӗрарӑмӗсем чӗннӗ ҫӗре те ҫӳренӗ: хваттерсене, саунӑсене. Арҫына ҫапла майпа пӗр сехет киленӗҫ кӳме 1 пин тенкӗрен пуҫласа 1,5 пин тенкӗ таран илнӗ. Тупрана вӗсем хӑйсене «ӗҫпе» тивӗҫтерекен арҫынпа ҫурмалла пайланӑ. Арҫына халӗ суд ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ. Йышӑну хальлӗхе сакккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |