Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.6 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тӑлӑха юлнӑ, ашшӗ-амӑшӗн юратӑвӗсӗр ача ҫуртӗнче ӳсекен ачасем шел пулин те пирӗн республикӑра та самаях. Тен, ҫемье ӑшшине, йӑпатнине, кирлӗ чухне канаш пама пултарнине — ҫак хӑватсене нихҫан туйса курман ачасем ҫунатсӑр кайӑк пек тискер пурнӑҫ хирӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнасса шанаҫҫӗ. Республика пуҫлӑхсен те, «пысӑк» чӗрелле ҫынсен те чи ҫутӑ тӗллевӗ вӑл — тӑлӑха юлнӑ ачасен, пулӑшу кӗтекенсен чӗрисенче шанчӑк кӑвайтне упраса пырасси.

Ҫуллахи кунсем пур шӑпӑрланшӑн чи савӑк кунсем. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене вӑл вӑхатра час-часах кану ҫурчӗсене, хула ачасене — яла, ялтисене — хулари тӑванӗсем патне канма кайса яраҫҫӗ. Ача ҫуртӗнче ӳсекен шӑпӑрланӑн вара нумай чухне ҫуллахи кунсем пӗлтерӗшсӗр иртеҫҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса «Сывлӑх планети» проект ҫуралнӑ та. Ӑна ятарласа ашшӗ-амӑшӗсӗр ӳсекен ачасем валли пуҫарса янӑ.

Проект тӗллевӗ — ача ҫуртӗнче, интернатра, ашшӗ-амӑшсӑр ӳсекен ачасене валли ҫуллахи кану кунӗсене савӑнӑҫлӑ, кӑсӑклӑ туса парасси. «Сывлӑх планети» хӑйӗн ӗҫне утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫлӗ.

Асӑннӑ проект __Йӗпреҫри__ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан ятарлӑ (тӳрленме пулӑшакан) шкул-интернатра ӗҫлеме тытӑнать. «Сывлӑх планетинче» 4 ача ҫурчӗ тата 2 шкул-интернат ачисем хутшӑнӗҫ. Проект планланӑ тӑрӑх шӑпӑрлансене экскурсисене илсе ҫӳреҫ: «Патвар» ВХКСК, «Ибреси» лаша савучӗ, __Йӗпреҫри этнографи музейӗ__. Унсӑр пуҫне тата спорт, кӑмӑла ҫӗклекен мероприятийӗсене ирттерме палӑртнӑ. Проект ӗҫӗ-хӗле утӑн 31-мӗшӗ таранах тӑсӑлӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла, 10

1930
96
Тутарстанӑн Элмет районне йӗркеленӗ.
1937
89
Кипеч Анатолий Ильич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть