Ҫуллахи кунсем яланах хӑйсен шӑрӑх, хӗвеллӗ, пӑчӑх кунсемпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах. Хӗвел питтинчен пытанас тесе, шыв ӑшшипе киленес тӗллевпе ҫынсем хаваспах пляжа ҫул тытаҫҫӗ.
Республикӑра шыва кӗмелли тапхӑр офицаллӑн ҫӗртмен 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Хуласенчи пляж лару-тӑрӑвӗсене, хӑрушсӑрлӑха ятарлӑ инспекци сӑнаса тӑрать — саккун ҫапла ыйтать, мӗн тӑвӑн. Паянхи пурнӑҫра, техника самай аталаннӑ вӑхӑтра, тӗрлӗ хатӗрсем этемӗн ӗҫ-хӗлне ҫӑмӑллатаҫҫӗ, ҫав шутра инкеклӗ пулӑмсенчен сыхлама та. __Шупашкарти__ «Центральный» тата «Новосельский» пляжсенче видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ иккен — тӑватшар таран.
Канма килекенсене ку хыпар кӑмӑла каймасть пулин те хула администрацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх видеокамерӑсем пляжри лару-тӑрӑва пӗтӗмӗшле ҫеҫ тӗпчеме пулӑшаҫҫӗ — ҫынсем хушшинче ҫӳрекен вӑрӑ-хурах ӗҫне сӑнама май парӗ, мӗн пур пулса иртекен пляжри ӗҫ-пуҫа сӑнама пулӑшӗ.
Пляжсенчи видеокамерӑсенчен шыва кӗме килекенсемшӗн усси чӑнах та пур пулӗ. Тӗрлӗ пӑтӑрмахсенчен хӑтарма е пӗр-пӗр тискер ӗҫ-пуҫа курӑмлӑн тӗпчеме вӗсем пулӑшӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |