Пирӗн тавралӑхра типӗ ҫусем тӑнӑранпа темиҫе ҫул та иртнӗ пулас — халӑх асӗнче вӗсем манӑҫа тухма пуҫланӑ. Типӗ курӑка чӗртекенсен йышӗ унтанпа темиҫе ҫул хушши нумай марччӗ — шӑрӑх ҫанталӑкра шар курни халӑха самаях ӑс кӗртнӗччӗ ӗнтӗ. Анчах вӑхӑт иртет, хӑш-пӗр самантсем те манӑҫа тухаҫҫӗ. Типӗ курӑка та, ак каллех, ҫунтара пуҫларӗҫ.
Республикӑри ИӖМ пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пушарпа кӗрешекенсем ӗнер 14 хут типӗ курӑка сӳнтерме тухнӑ. Ҫав шутра ҫулӑм __Ҫӗмӗрле районӗнчи__ __Коминтерн__ ялӗнчи пӗр мунчана тӗп тунине те кӗртмелле. 84 ҫулхи мучи мунчи типӗ курӑка ҫунтарнӑран хыпса илнӗ.
Хисеплӗ туссем! Тархасшӑн, типӗ курӑка ан ҫунтарӑр! Хӑвӑр пӗлӗшсемпе юлташӑрсене те асӑрхаттарӑр! Ҫулӑмпа хуралнӑ сӑртсемпе ҫырмасем ҫурхи илеме пӗрре те хитрелетмеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |