Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__http://chuvbolgari.ru/index.php/2011-12-29-17-12-25_«Атӑлҫи Пӑлхар» историпе культура фончӗ__ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем йӗркеленӗ **«Чӑваш Ен кун-ҫулне ӳкеретӗп»** ятпа ирттерекен ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвӗ малалла пырать — пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫланнӑскер кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырать. Пурӗ пилӗк тема панӑ: Чӑваш-пӑлхар хайлалӑхӗнчи (мифологийӗнчи) юмахсемпе былинӑсем (сӑвӑллӑ юмахсем); чӑваш кун-ҫулне ҫутатса паракан «Нарспи» тата ытти этнокӗвӗсем; чӑваш-пӑлхар кун-ҫулӗнчи авалхи паттӑрлӑх; чӑваш тумӗпе эрешӗсем; чӑваш халӑх йӑлисем (чӳк, киремет).

Ҫавӑн пекех ҫак фонд **«Авалхи пӑлхар цивилизацийӗ сӑнарлӑ ӳнерте»** ятпа тепӗр ӳкерчӗксен ӑмартӑвне ирттерет. Унти тематикӑсем: Метте империйӗ, Атӑл паттӑр империйӗ, Купрат хаканӑн Аслӑ Пӑлхарӗ, Аспарух Танай ҫине куҫни тата Танай Пӑлхаристана йӗркелени, Купрат ханӑн Перещепинори вилтӑпри, Хасар хаканлӑхӗнчи Улӑп Илитверӗн сӑвар кнеҫлӗхӗ, Атӑлҫи Пӑлхарстан, Танай Пӑлхастан кун-ҫулӗпе культури, Ылтӑн Уртапа Хусан ханлӑхӗнчи пӑлхарсен кун-ҫулӗпе культури. Ку ӑмӑрту тӗнче шайӗнче иртмелле.

Ӳкерчӗксен конкурсне пур ӳсӗмрисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ: ачасем те, ҫамрӑксем те, аслисем те. Геннадий Ильич каласа панӑ тӑрӑх ҫак ӑмӑртӑва йӗркелесе фонд халӑха чӑваш кун-ҫулӗпе интереслентерес тӗллев лартать. Паянхи кун тӗлне пурӗ 15 ӗҫ ярса панӑ иккен — ытларах пайӗпе студентсен ӗҫӗсем. Шкул ачисем 5-6 класран пуҫласа хутшӑнайраҫҫӗ. Ҫитӗннисен ӗҫӗнче ӑмӑртӑва йӗркелекенсем чаплӑ ӗҫсем курасшӑн — пирӗн ӳнерҫӗсем хушшинче чӑвашлӑхпа ҫыхӑнтарса ӳкерекенсем нумаях мар ҫав — __Владимир Агеев__, __Георгий Фомиряков__ тата темиҫе ҫын кӑна.

Ҫӗнтерӳҫӗсене фонд __Атӑлҫи Пӑлхарстанӑн__ тӗп хули пулнӑ Пӑлхара илсе кайма палӑртать. Ҫавӑн пекех вӑл ӗҫсем кӗнекесене кӗрӗҫ.

Ӗҫсене эсир ҫак адреспа ярса пама пултаратӑр: 428000, Шупашкар, К. Маркс урамӗ, 38 ҫурт, 5 корп, 402 пӳлӗм. Тафаев Геннадий Ильич.

Инҫесас номерӗсем: 8-917-673-21-85 (карас), 8-8352-62-61-49 (ӗҫри), 54-67-10 (кил).

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 17

1926
100
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
25
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та