Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Канмалли кунсенче __Комсомольски районӗнчи__ __Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче, Раҫҫейри ытти ялсемпе хуласенчи пекех, «Йӗлтӗр йӗрӗ — 2013» чупу иртрӗ. Унта хутшӑнма хаваспах шкул ачисем ҫеҫ мар, вӗрентекенсем те хаваспах килӗшрӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑтра чупӑва хутшӑнма хапӑл тӑвакансем __Кӗтне__ юханшывӗ хӗррине пуҫтарӑнчӗҫ. Алексей Викторович Гаврилов вӑй-хал культурин учителӗ пурне те пӗлсе йӗркелесе пычӗ. Шкулта ӗҫлеме тытӑнни нумай та вӑхӑт иртмерӗ пулин те, ун сӑмахне пурте вырӑна хурса итлесе-туса пычӗҫ. Чӑн малтанах старта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем тухрӗҫ. Ун хыҫҫӑнах ӑмӑртӑва пиллӗкӗмӗш-тӑххӑрмӗш классенче вӗренекен арҫын ачасем тухрӗҫ, хыҫҫӑнах — ҫак ушкӑнти хӗрачасем. Каярахпа — вӗрентекенсемпе ӳнер ӗҫченӗсем те йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ӳкрӗҫ.

Хӗрачасем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Диана Ятманова тивӗҫрӗ, арҫыначасем хушшинче — ҫак класрах вӗренекен Максим Белков. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсем тата парнесем парса хавхалантарчӗҫ, ытти хутшӑнакансене — сертификатсем. Пуринчен пахи вара — пурте харӑс пӗрле уҫӑ ҫутҫанталӑка тухса сывӑ пурнӑҫ йӗркисене пӑхӑнни. Хаваслӑ кӑмӑлпа ҫирӗп сывлӑхран пахи пурнӑҫра ҫуках ӗнтӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 08

1869
156
Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ.
1905
120
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1950
75
Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1968
57
«Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ.
1972
53
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть