Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нумай пулмасть, раштавӑн 16–19-мӗшӗсенче Турцири Истамбулта Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 15-мӗш Аслӑ пухӑвӗ-курултайӗ иртрӗ. Маларах __пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ__, унта Чӑваш Республикинчи делегатсем те хутшӑнчӗҫ. Пирӗн тӑрӑхран Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн пайташӗсем кайрӗҫ — Олег Цыпленков, Илтимер Ефремов, Николай Плотников тата Светлана Иванова юрӑҫ.

Кӑҫалхи пухура Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен курултайне ирттерме пуҫланипе 20 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ, хӑй пухӑвӗ те шучӗпе 15-мӗш пулчӗ.

Курултайра ҫамрӑк журналистсен тата тӗрӗк хӗрарӑмӗсен пӗрлешӗвӗсене йӗркелерӗҫ, ытти ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ытти ыйтусене илес пулсан кунта уйгурсен йывӑрлӑхӗ ҫинчен (Китай вӗсене хӑйсен саккунӗпе пурӑнтарас тесе вӑйлӑ пусмӑрлать иккен), Раҫҫейре йышӑнма палӑртнӑ вӗренӳ саккунӗ пирки, Ирак патшалӑхӗнчи турккӑсен йывӑрлӑхӗ ҫинчен (курдсем хуҫаланнӑ май вӗсене йывӑр килет), карачайсемпе черкессен ҫӗрӗсене туртса илни ҫинчен, якутсен ҫӗрӗнчи экологи пирки калаҫрӗҫ. Лайӑх пурнӑҫпа, пӗр йывӑрлӑхсӑр пурӑнакансем те пулчӗҫ — сӑмахран, Румыни тутарӗсем хӑйсене патшалӑхра лайӑх туяҫҫӗ. Курултайра ҫавӑн пекех малашне спорт программине те кӗртмелли пирки, тӗнче тетелӗнчи сайта анлӑрах усӑ курасси пирки сӗнӳсем пулчӗҫ.

Яланхи пекех кашни кун концертсем пулчӗҫ — кашни халӑх хӑйӗн юрри-ташшипе паллаштарчӗ. Кашни юрӑҫа, кашни ташӑҫа куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ! Кунашкал концертсене курнӑ хыҫҫӑн тӗрӗк халӑхӗсен тӗнчи аслӑ пулни тӳрех паллӑ.

Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхне 1992 ҫулта __Хусанта__ йӗркеленӗ. Унта 18 патшалӑхри 36 халӑх, 40 ытла организаци кӗрет. Пӗрлӗхӗн девизӗ валли вара чӑваш халӑх сӑвӑҫин __Петӗр Хусанкайӑн__ йӗркисене илнӗ: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!»

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 17

1926
100
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
25
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ