Юпан 19-мӗшӗнче ҫамрӑк «Янташ» ушкӑн __Пушкӑртстанран__ таврӑнчӗ. Вӗсем __Ӗпхӳ__, __Стерлӗ__, __Пелепей__ хулисенче концертсем лартрӗҫ. Ҫавӑн пекех __Авӑркас районӗн__ центрӗнче те — __Толбазӑра__ — хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. «Янташ» ушкӑн концертчӗ Кожай-Семеновка ялӗнче те пулчӗ — инҫетри Чӑваш Енрен килнӗ хӑнасемшӗн кунти халӑх питӗ савӑк юлчӗ.
Ҫитес вӑхӑтра вара янташсем __Шупашкарпа__ __Ҫӗнӗ Шупашкар__ хулисенче концертсем кӑтартӗҫ:
- ыран, юпан 24-мӗшӗнче __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ «Химик» культура керменӗнче;
- юпан 25-мӗшӗнче __Шупашкарти__ «Салют» культура керменӗнче;
- юпан 26-мӗшӗнче тепӗр концерт «Салют» культура керменӗнчех пулӗ (малтанхи куна лекейменсем валли).
Концертсене «Янташ» ушкӑна йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа иртереҫҫӗ. Билетсене культура керменӗсен кассисенче туянма пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |