Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫурхи тӗш тырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсене __Вӑрнар районӗнче__ 9670 гектар акса хӑвармалла. Ҫӑвӑн 15-мӗшӗ тӗлне ӗҫ кӑтартӑвӗ — 7212 гектар е плана 75% пурнӑҫланӑ. Ҫурхи тулӑ 2026 гектар, урпа — 4600, пӑрҫа йышши культурӑсем 585 гектар акса хӑварнӑ.

«Луч», «Мураты» хуҫалӑхсем пулас тухӑҫ никӗсне хывса пӗтернӗ, «Победа», «Юнтапа», Карл Маркс ячӗллӗ, «Хорнзор», «Знамя» кооперативсен, «Санары», «Агрохмель» агрофирмӑсен, Алексей Игнатьевпа Игорь Сергеев фермерсен хуҫалӑхӗсен тырӑ пуссинче те ӗҫ вӗҫленмелле. Кӗр тыррисен пӗр лаптӑкӗ ҫанталӑк условийӗсене пула пӗтнине шута илсе «Луч» кооперативра ҫурхисене планпа палӑртнинчен 130 гектар ытларах акса хӑварнӑ. «Кӗҫех уй-хир ем-ешӗл кавирпе витӗнӗ», — савӑнӑҫне пытармарӗ Вячеслав Егоров механизатор.

Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн пурнӑҫламалли ӗҫ калӑпӑшӗ пуринчен пысӑк: тӗш тырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсене 3148 гектар акмалла. Ҫак вӑхӑт тӗлне пулас тухӑҫ никӗсне 1840 гектар хывнӑ.

Выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантарассине пысӑк тимлӗх уйӑракансем ҫуллен кукуруза ҫитӗнтереҫҫӗ. Акӑ __Вӑрнарти__ аш-какай комбиначӗ хальлӗхе 155 гектар акнӑ.

Кӗр тыррисене минераллӑ удобренисемпе 3707 гектар (65,1 процент), нумай ҫул ӳсекен курӑксене 3455 гектар (41,8 процент) апатлантарнӑ.

Районти аграрлӑ предприятисем ҫӗрулмине пӗтӗмпе 251 гектар (19,1 процент) лартнӑ. Алексей Игнатьев фермер хуҫалӑхӗнче ӗҫ кӑтартӑвӗ ытти аграрлӑ организацисенчен пысӑкрах — «иккӗмӗш ҫӑкӑр» 60 гектар лартнӑ. «Мураты» кооперативра та хастар тӑрӑшаҫҫӗ: ҫӗрулми 50 гектар лартнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи