Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче __Йӗпреҫ районӗнчи__ __Пучинкери__ вӑтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем вӑййа тухрӗҫ. Ҫанталӑкӗ те илемлӗ пулчӗ¸ хӗвелӗ пӑхать¸ шкул ҫумӗнчи стадион сарӑ чечек кавирӗпе витӗннӗ. Ҫакӑнта ҫерем ҫинче ҫамрӑк хӗрсемпе каччӑсен вӑййи ҫаврӑнать. «Илемлӗ¸ илемлӗ¸ чӑваш вӑййи илемлӗ…» янӑрать таврана вӑйӑ юрри. Ӑмсанмалла хитре тӗрӗ-эрешлӗ чӑваш кӗписем тӑхӑннӑ¸ ахах-мерчен тухьяллӑ хӗрсемпе каччӑсем вӑйӑ курма килнӗ ял халӑхне чуна уҫӑлтаракан сӑвӑ-юрӑпа¸ ташӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗҫ. Уяв концертне вӗрентекенсем «Чечеклен¸ Чӑваш ен! юрӑпа уҫрӗҫ¸ ун хыҫҫӑн кашни класс хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Чи хаваслӑ самант вара аслӑ класра вӗренекен хӗрсемпе каччӑсен тупӑшӑвӗ пулчӗ. Хӗрсем кӗвентепе шыв йӑтрӗҫ, чечек ҫыххи пуҫтарчӗҫ.., каччӑсем пӗр-пӗринпе вӑй виҫрӗҫ, вӗрен туртрӗҫ…

Халӑх йӑли-йӗркине, сӑмахлӑхне, юрри-кӗввине сыхласа хӑварас тесе йӗркеленӗ уяв кӑҫал 15-мӗш хут иртрӗ. Кӑҫалхи уява пучинкесем Республикӑра Чӑваш чӗлхи тата Чӑваш Патшалӑх Символӗсен кунӗсене уявлама пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.

Уява специалистсен хушма професси вӗрентӗвӗ (квалификацине ӳстерекен) «Чӑваш республикин вӗрентӳ институчӗ» БВУ чӑваш чӗлхипе литература кафедрин методисчӗсем Петрова Л.Г., Смирнова Л.А., ФГБОУ ВПО «И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ» истори теорийӗпе музыка методикин кафедра заведующийӗ Галкина В.Л., алгебра кафедрин доценчӗ Яников А.В., Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Шупашкарти 9-мӗш номерлӗ шкулӑн музыка вӗрентекенӗ Глякина Р.В., Муркаш тата Йӗпреҫ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ.

Чӑваш вӑййи – халӑх ҫинчи савӑнӑҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ