Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

2012 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн пӗрлӗх тата __http://inset.chv.su/_Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ__ ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен конкурсне ирттерчӗ. Ӗҫсене эпир акан 30-мӗшӗччен йышӑнтӑмӑр, халӗ вара ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма вӑхӑт ҫитрӗ.

Хаклавҫӑсем шутӗнче пулчӗҫ: Плотников Н.А, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ; Сосаева А.А., Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗн библиотекарӗ; Иванова Н.Г., Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ; Мордвинова А.И., гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӳнер ӑслӑлӑхӗсен пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.

Пур хаклавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫак ачасем мала тухрӗҫ:

• 1-мӗш вырӑн: __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/137399/_**Ольга Вазина**__ (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Питӗркасси шкулӗ, 10 кл., ертӳҫи — Жукова Людмила Валентиновна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.75;

• 2-мӗш вырӑн: __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/138803/_**Ширяева Наташа, Сергеева Даша**__ (Канаш хули, 10-мӗш шкул, 7 кл., ертӳҫи — Яклашкина Светлана Николаевна, чӑваш чӗлхине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.7;

• 2-мӗш вырӑн: __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/138804/_**Яковлева Наташа**__ (Ҫӗрпӳ районӗ, Михайловка шкулӗ, 7 кл., ертӳҫи — Александрова Лилия Владимировна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.5;

• 3-мӗш вырӑн: __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/135983/_**Хохлов Евгений, Вазин Сергей**__ (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Питӗркасси шкулӗ, 1-3 кл., ертӳҫи — Хохлова Татьяна Яковлевна: пуҫламӑш классене вӗрентекен), вӑтам балл — 4.4;

• 3-мӗш вырӑн: __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/137719/_**Григорьева Ксения**__ (Шупашкар хули, 49-мӗш шкул, 7 кл., ертӳҫи — Иванова Татьяна Владимировна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ), вӑтам балл — 4.35;

• 3-мӗш вырӑн: __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/139182/_**Надежда Яковлева**__ (Красноармейски районӗ, Именкасси шкулӗ, 7 кл., ертӳҫисем — Ильина Валентина Петровна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен; Евсеева Раиса Егоровна, ӳнер ӑсталӑхне вӗрентекен), вӑтам балл — 4.33;

• 3-мӗш вырӑн: __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/139177/_**Анастасия Соловьева**__ (Шупашкар хули, 2-мӗш лицей, 9 кл., ертӳҫи — Михайлова Клара Никоновна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ), вӑтам балл — 4.2;

Ыттисем ҫакӑн чухлӗ балл пухрӗҫ: Дмитриев Константин (Ҫӗрпӳ районӗ, Михайловка шкулӗ, 7 класс) — **3.85**; Стас Илларионов (Красноармейски вӑтам шкулӗ, 7 кл.) — **3.8**; Афанасьева Мария (Красноармейски вӑтам шкулӗ, 7 кл.) — **3.6**; Прокопьев Александр (Красноармейски вӑтам шкулӗ, 7 кл.) — **3.55**.

Ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатпӑр! Пурне те пирӗн ытти ӑмӑртусене хутшӑнма йыхравлатпӑр!

//сӑмах май, комикссен ӑмӑртӑвне эпир кӑҫал, тен, тепре те ирттерӗпӗр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть