ЧР Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин «Упири ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан шкулне» йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа пушӑн 23-мӗшӗнче кунта савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.
Шкула уяв сӑнӗ ҫапнӑ. Кунти акт залне палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне хӑнасем, педагогсем, вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Асӑннӑ коллектива иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхранпе Б.Ф. Соколов ертсе пырать. Борис Федорович ҫак тапхӑрта утса тухнӑ шкул кун-ҫулӗпе кӗскен паллаштарчӗ.
Ку евӗр шкул республикӑра пӗрре. Упири ятарлӑ шкула 1998 ҫулта реконструкцилеме тытӑннӑ. Строительсен чыслӑ ӗҫне пула 2002 ҫулхи ҫуркунне тӗлне ҫак ӗҫе вӗҫленӗ, ҫав ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче кунта пӗрремӗш вӗренекенсене йышӑннӑ.
Вунӑ ҫул хушшинче кунтан хӑйсен ҫамрӑк пурнӑҫӗнче тӗрӗс ҫултан пӑрӑннӑ 146 ача вӗренсе тухнӑ, вӗсенчен 46-шӗ — тӑлӑхсем. Паян кунта тӗрлӗ йышши айӑп тунӑ 14–16 ҫулсенчи вунтӑхӑр ача пӗлӳпе воспитани илет. Вӗсем — __Шупашкарпа__ __Ҫӗнӗ Шупашкар__, __Канашпа__ __Улатӑр__ хулисенчен, __Шупашкар районӗ_Шупашкарпа__ __Патарьел районӗ_Патӑрьел__ районӗсенчен. Квалификациллӗ педагогсемпе ачасене пӑхса тӑракан персонал вӗренекенсем тивӗҫлӗ пӗлӳ, воспитани илччӗр, хӑйсене килтинчен япӑх мар туйччӑр тесе пӗтӗмпех тума тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта тӑтӑшах районпа республика шайӗнчи хӑнасем пулаҫҫӗ, ачасем хӑйсем кӑмӑллакан секцисемпе кружоксене ҫӳреҫҫӗ, вӗсем уйрӑмах «Автодело» кружока килӗштереҫҫӗ. Шкул коллективӗ сывлӑх сыхлавӗн «Красноармейски тӗп пульници» муниципаллӑ учрежденийӗпе, Шупашкарти 2-мӗш хула больниципе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Кунта психологи службин ӗҫченӗсем те тӑтӑшах пулаҫҫӗ. Спорт пысӑк хисепре. Вӗренекенсем район, республика шайӗнчи ӑмӑртусенче тӑтӑшах палӑраҫҫӗ. Ҫакӑнта РФ пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ В. Григорьев пысӑк ӗҫ туса ирттерет.
Вӗренекенсем пушӑ вӑхӑтра шкул библиотекине ҫӳреҫҫӗ, вулавӑш фондӗнче 5949 кӗнеке шутланать.
Ачасене кунне 5 хутчен апат ҫитереҫҫӗ, меню 10 кунтан улшӑнса тӑрать. Вӗсем кашни шӑматкунах мунчара ҫӑвӑнса тасалаҫҫӗ.
Юлашкинчен Б. Соколов ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Ю. Попов уяв ячӗпе янӑ саламлӑ телеграммӑна вуласа пачӗ. Вӑл коллективри пултаруллӑ ӗҫченсен ушкӑнне хисеп грамотисемпе чысларӗ.
ЧР вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗн С. Петровӑн сӑмахӗсем ачасене те, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене те тарӑн шухӑша ячӗҫ пулас. «Эсир ытти шкулсенчи ачасем пекех-ҫке, анчах аҫӑр-аннӗр, шкул, общественность асӑрхаса ҫитерейменнине пула ҫамрӑк пурнӑҫӑрта йӑнӑш тунӑ. Пӗчӗк чухне эсир епле аван ачасем пулнӑ: атте-аннене, ҫутҫанталӑка, йытӑ-кушака юратнӑ, туслӑ пулнӑ. Паян сирӗн хӑвӑра алла илме вӑхӑт. Ҫак шкулта сире пӗлӳпе воспитани илме мӗн пур условисем туса панӑ. Ытти пӗтӗмпех сирӗнтен хӑвӑртан килет», — терӗ вӑл.
С. Петрова Министерствӑн тав хутне тата компьютер оборудованийӗн комплектне пачӗ.
Уяв ячӗпе шкул коллективне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Шестаков, унӑн ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн ертӳҫи Ю. Васильев, __Упи ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Ю. Степанов саламларӗҫ, парнесем, уйрӑм ӗҫченсене хисеп хучӗсем пачӗҫ. Юрий Витальевич сӑмахне уйрӑммӑн палӑртас килет. «Куҫ умне вунӑ ҫул каяллахи сӑнӳкерчӗк тухса тӑрать. Упири ҫӗнӗ вӑтам шкул ҫурчӗ хута кайсан республикӑпа район ертӳҫисем, пӗр чӗлхе тупса, киввинче ятарлӑ шкул уҫма май туса пачӗҫ. Ҫапла вара ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май килчӗ. Ҫавӑншӑн ун чухнехи ЧР вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ В. Сапожников чылай тӑрӑшрӗ, ахальтен мар ӗнтӗ Упи ялӗн пӗр урамне Валерий Васильевич ятне патӑмӑр. Ӗҫ-хӗл ҫакӑн пек пыман пулсан Упи ялӗн варринче ларакан ҫак ҫурта епле шӑпа кӗтнӗ пулӗччӗ-ши?»
Юбилей ячӗпе уписене ҫавӑн пекех район прокурорӗн пулӑшаканӗ Е. Ефимова, __Упири__ «Парус» сад-ясли заведующийӗ Г. Германова, Упи вӑтам шкул директорӗн ҫумӗ С. Петрова, __Ҫӗрпӳпе__ __Красноармейски__ ҫар комиссариачӗн пай ертӳҫи В. Ижедеров, сывлӑх сыхлавӗн «Красноармейски тӗп больници» муниципаллӑ учрежденийӗн тӗп врачӗ Г. Сушко, райпо совечӗн председателӗ А. Дмитриева, РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Цивильский» пайӗн сотрудникӗсем С. Павловпа В. Козлов, ашшӗ-амӑшӗн ячӗпе О. Пригородова, республикӑри суд приставӗсен, наркотиксене хирӗҫ кӗрешекен, айӑплав епле пурнӑҫланнине тӗрӗслесе тӑракан управленисен представителӗсем ӑшӑ сӑмахсем каласа парнесем пачӗҫ. Педагогсен коллективӗ, «Парус» сад-яслине ҫӳрекенсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ.
Юлашкинчен райадминистраципе ятарлӑ шкул командисем волейбол вӑййинче тупӑшрӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |