Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Красноармейски районĕнче|Красноармейски районӗнче__ ял тӑрӑхӗсен пӗрлехи информаципе культура центрӗнче «Чӑваш пики — 2012» конкурс иртрӗ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмпе 16-25 ҫулсенхи 11 хӗр упраҫ хутшӑнчӗ.

Конкурсантсем хӑйсен пултарулӑхне, кулинари ӑсталӑхне, ӑс-хакӑл шайне, сцена ҫинче тытма пултарнине тата уйрӑмах тӑван чӑваш чӗлхипе калаҫма мехел ҫитернине туллин кӑтартса пачӗҫ. Хаклавҫӑсен шучӗпе, вӗсем пурте ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫ — кашни хӗр упраҫ тӑван халӑх йӑли-йӗркине, ку чухнехи культурине аван пӗлнине кӑтартса пачӗҫ.

Чи илемлӗ те пултаруллӑ пикене суйласа илме вара пултарулӑх конкурсӗ аван пулӑшрӗ. Конкурсантҫӑсем юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑ та вуларӗҫ, музыка инструменчӗсемпе те вылярӗҫ.

Конкурссем витӗр ӑнӑҫлӑ тухса «Чӑваш пики — 2012» ята __Еншик Чуллă|Еншик Чуллӑ__ ял тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи ӳнерпе культурологи факультечӗн 2-мӗш курс студентки **Елена Николаева** ҫӗнсе илчӗ.

«Вице Чӑваш пики — 2012» ята вара унран ҫамрӑкрах пике — __Красноармейски__ шкулӗн 10-мӗш класӗнче вӗренекен **Анастасия Никифорова** тивӗҫрӗ.

Ытти конкурсантсем те тӗрлӗ номинацисенче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗҫ, вӗсене те дипломсемпе тата парнесемпе чысласа хавхалантарчӗҫ.

 

__http://gov.cap.ru/Home/67/news/2012/03/pike/index.htm|**Сӑнсем**__

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 03

1900
126
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ.
1937
89
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1962
64
Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та