Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра паян, раштавӑн 16-мӗшӗнче, пӗлтӗр иртнӗ ҫыравӑн пӗтӗмлетӗвне пичетленӗ.

Раҫҫейри улшӑнусене илес пулсан 2002 ҫултанпа патшалӑхра пурӑнакан халӑхӑн йышӗ 2,3 миллион ҫын (1,6%) чакнӑ. Пурӗ Раҫҫейре ҫапла май 142 миллион та 857 пин ҫын пурӑнать. Халӑх шучӗпе тӗнчере пирӗн патшалӑх 8-мӗш вырӑн йышӑнать — малта Китай, Ӗнчӗ (Инди), АПШ, Индонези, Бразили, Пакистан, Бангладеш. 2002 ҫултанпа Раҫҫейре ялсем тӗпӗ йӗрӗпе ҫухалас туртӑм вӑйланнӑ иккен. Сакӑр ҫул хушшинче 8,5 пин ял пӗтнӗ. 19,4 ял вара хут ҫинче кӑна пур, вӗсенче никам та пурӑнмасть. Вӑтамран илнӗ Раҫҫей ҫынни 39 ҫулта — ку вӑл халӑх ватӑлнине пӗлтерет (8 ҫул каялла 37,7 пулнӑ). Раҫҫейре арҫынсем хӗрарӑмсенчен 10,7 миллион сахалрах. Мӑшӑрсен йышӗ те 1 миллион таран чакнӑ — халӗ ку кӑтарту 33 миллионпа танлашать.

Чи йышлӑ халӑх — вырӑссем. Раҫҫейре вӗсем 80,9% йышӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑн __тутарсем__ йышӑнаҫҫӗ — 3,87%. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — украинсем (2,05%-ран 1,41% чакнӑ). Чӑвашсем пиллӗкмӗш вырӑнта, Раҫҫейре пурӗ 1,44 миллион чӑваш шутланӑ (8 ҫул хушшинче пирӗн халӑх йышӗ 200 пин таран чакнӑ). Йышпа пирӗн хыҫҫӑнах пыракан чеченсен йышӗ вара ӳснӗ — 1,36 миллионран 1,43 миллионччен. Ҫавӑн пекех йышне ӳстернӗ — аварсем, эрменсем, якутсем. «Сувар» ятпа ҫырӑннисен йышне кӑтартман вара.

Чакнӑ йыша пӑхсан тутарсем те 240 пин ҫухатнӑ. Пушкӑртсем — 90 пин, мӑкшӑсемпе ирҫессем — 100 пин, ҫармӑссем (хӑшӗ-пӗри хӑйсене туҫи ҫармӑс тата улӑх ҫармӑссем тесе палӑртнӑ) — 50 пин, удмуртсем — 90 пин.

Чӑвашсен ҫуррине яхӑн хулара (704 224) пурӑнать, теприсем вара — ялта (731 648).

__Чăваш Республикине|Чӑваш Республикине__ илес пулсан кунта 1 251 599 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 736 пин хӑйсене хула ҫынни шутне кӗртет, 516 пин — ял ҫынни шутне. __Шупашкарта__ пурӗ 464 133 ҫын пурӑнать. Ытти хуласенче: __Улатăрта|Улатӑрта__ — 38 202, __Канашра__ — 45 608, __Çĕнĕ Шупашкарта|Ҫӗнӗ Шупашкарта__ — 124 408, __Çĕмĕрлере|Ҫӗмӗрлере__ — 31 724, __Куславккара__ — 10 335, __Сĕнтĕрвăрринче|Сӗнтӗрвӑрринче__ — 9 089, __Çĕрпӳре|Ҫӗрпӳре__ — 13 478, __Етĕрнере|Етӗрнере__ — 9 614. Халӑх йышлӑ пурӑнакан районсем: __Шупашкар районĕ|Шупашкар районӗ__ — 62 920, __Канаш районĕ|Канаш районӗ__ — 39 729, __Патăрьел районĕ|Патӑрьел районӗ__ — 38 618, __Çĕрпӳ районĕ|Ҫӗрпӳ районӗ__ — 36 773, __Вăрнар районĕ|Вӑрнар районӗ__ — 35 848, __Муркаш районĕ|Муркаш районӗ__ — 34 885.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ