Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.9 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Хӗсмет ӗҫӗ мӗн авалтанах ҫӑмӑлах пулман. Уйрӑмах вунсаккӑрмӑш-вунтӑххӑрмӑш ӗмӗрсенче (1874 ҫулччен) хӗсмете каякансене йывӑр килнӗ, мӗншӗн тесен ку вӑхӑтра тӑван кил-йышран 25 ҫуллӑха уйрӑлма тивнӗ. Паллах, ҫывӑх ҫыннисем никрута хӑҫан та пулин тепре чӗрӗ-сывӑ курасса сунманпа пӗрех, ҫавӑнпа та ӑна йӗрсе-макӑрса ӑсатнӑ, салтак юррисем те питӗ хурлӑхлӑ та тунсӑхлӑ пулнӑ.

Совет Ҫарӗнче юлашки ҫулсенче салтакра икӗ, тинӗс ҫар флотӗнче вара виҫӗ ҫул хушши шинель тӑхӑнмалла пулнӑ. Хальхи Раҫҫей ҫарӗнчен вара яшсем шӑп та лӑп пӗр ҫулталӑкран киле таврӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче чылай ялсемпе хуласенчи вунсаккӑра ҫитнӗ призывниксем салтак тумне тӑхӑнчӗҫ. Ҫулталӑк хӗсметре тӑнӑ каччӑсем вара тӑван килсене таврӑнса пыраҫҫӗ. Юнкун __Кĕтне Пасар|Кӗтне Пасар__ каччи Саша Романов та ҫуралнӑ киле ҫитрӗ. Вӑл Ҫӗршывӑн тепӗр енчех — Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче пулнӑ. Тепӗр куннех вӑл тӑхӑр ҫул хушши вӗреннӗ __Хырхĕрри|Хырхӗрри__ тӗп шкулне ҫул тытрӗ. Ахаль те патварскер, тата тӗрекленсе илемленнӗ яш. Чӑн малтанах вӑл спортзала ҫул тытрӗ, Н.Н.Ятманов физкультура учительне тав сӑмахӗ каларӗ. Ара, шкулта вӗреннӗ чухне тӗрлӗ-тӗрлӗ спортпа туслашса районти чылай ӑмӑртусене ҫӳренӗ-ҫке! Ҫӳренӗ ҫеҫ мар, яланах тенӗ пекех йӗлтӗрпе те, ҫуран чупассипе, перессипе те, тата ытти спорт вӑййсенче те малти вырӑнсене тухнӑ. Класра пӗрле вӗренекенсенчен чылайӑшӗ туслашнӑччӗ спортпа. Ҫакӑ, палах, салтакра питех те кирлӗ пулчӗ. Калаҫмалли, чӑн та, питӗ нумай. Ҫапах та Николай Никандрович салтакпа хӑй ҫеҫ калаҫнипе ҫырлахмарӗ: ӑна 5-7 классенче вӗренекен ачасемпе курнӑҫтарма шутларӗ. Савӑнса кайсах асӑнна класри ачасем истори кабинетне пуҫтарӑнчӗҫ. Шӑп ҫакӑнта вӗреннӗ ӗнтӗ Саша. Малтанах Н.Н.Ятманов хальхи тӗнчери лару-тӑрупа паллаштарчӗ, хӑй ҫарта пулнӑ вӑхӑтсене аса илчӗ. Ун хыҫҫӑн тин ҫеҫ хӗсметрен таврӑннӑ каччӑна сӑмах пачӗ. Тимлесе итлерӗҫ ачасемпе вӗрентекенсем Сашӑн сӑмахӗсене, нумай-нумай ыйту пачӗҫ. Пурне те пӗлес килет-ҫке: ирхине миҫере тӑмалла салтакӑн? мӗнле апат-ҫимӗҫ ҫитереҫҫӗ? таса мар япалисене кам ҫуса парать? телевизор курма е компьютерпа выляма пулать-и унта? пӑшалран пертереҫҫӗ-и? пушӑ вӑхӑт пур-и салтакӑн?, — тата ытти нумай-нумай ыйтусем пулчӗҫ. Кашни ыйтӑва хуравлама, пӗлменнине ӑнлантарма тӑрӑшрӗ хӑй те нумай пулмасть ҫеҫ партӑран уйрӑлнӑ ҫамрӑк. Ачасене ашшӗ-амӑшне итлеме, вӗрентекенсене хисеплеме, вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыма сӗнчӗ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ май шкула татах та килме шантарчӗ вӑл.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 19

1968
58
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ.
2060
-34
Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ