Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Юлашки ҫулсенче ҫанталӑк тӑруках пулса иртекен пулӑмсемпе, кӗтмен ҫӗртен уяр е шартлама сивӗсемпе палӑрса тӑнине эпир, ҫынсем, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр тесен те йӑнӑш пулмасть пуль. Акӑ, паян ты юр ларнӑ хыҫҫӑн чылаях вӑхӑт иртрӗ пулин те, урамра виҫӗ градуса ҫити ӑшӑ. Ҫитменнине тата вӑхӑт-вӑхӑтпа чашлаттарса ҫумӑр ҫуса антарать. Ҫулсем вара, юр ирӗлме тытӑннине кура, ҫур кунӗнчи евӗр ишӗлсе-путса пыраҫҫӗ.

Ҫакӑн пек йӗпе-сапана пӑхмасӑрах __Хырхĕрри|Хырхӗрри__ тӗп шкулне тӑватӑ ялтан ҫӳрекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ уроксем пӗтнӗ вӑхӑта шкула ҫитрӗ. Пухура чӑн малтан аслӑ вожатӑй В.Ф.Лепешкина сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен калаҫу ирттерчӗ, ятарласа хатӗрленӗ презентаципе паллаштарчӗ. Шкулта ҫак темӑпа ирттернӗ мероприятисем ҫинчен асӑнса хӑварчӗ. Ун хыҫҫӑн шкул ертӳҫи Ю.П.Алексеев тата унӑн воспитанипе вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ А.Я.Орлов тухса калаҫрӗҫ. Шкул Уставӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе те паллаштарчӗ директор. Кашни предметпа вӗрентекен учитель ашшӗ-амӑшне кӑсӑклантаракан ыйтусемпе тухса калаҫрӗ. Пухура ҫак вӗренӳ ҫулӗнче физкультура урокӗсен йышӗ ӳснӗ пирки те, ҫак вӑхӑтра район шайӗнче иртекен олимпиадӑсем пирки те,ачасене столовӑйӗнче апат ҫитерессине еплерех йӗркеленӗ пирки тата ытти нумай-нумай ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Ҫанталӑка пӑхмасӑрах ашшӗ-амӑшӗ шкула йышлӑн пуҫтарӑнни питех те савӑнтарать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 03

1884
142
Морев Иван Михайлович, Чемей пӑлхавӗн ертӳҫисенчен пӗри ҫуралнӑ.
2014
12
Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та