Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫак кунсенче __Хĕрлĕ Чутай районĕнчи|Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Штанашри__ шкулта Галина Зотова пухса хатӗрленӗ «Штанашский край Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ.

Зотова Галина Вячеславовна ҫак шкулта 1980 ҫултанпа акӑлчан чӗлхи вӗрентет. Раштавӑн 17-мӗшӗнче Илья Николаевич Ульянов шкула тӗрӗслеме килнӗренпе 140 ҫул ҫитет, тата ҫак кунсенче Галина Вячеславовна хӑйӗн 55 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Шӑпах хӑй ҫуралнӑ кун тӗлне авторӑн ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курчӗ.

Юбиляра саламлама унӑн Етӗрне районӗнчи ентешӗсем — __Пĕрçирлан|Пӗрҫирлан__ шкулӗнчи вӗрентекенсенчен тӑракан «Илем» ансамбль (ертӳҫи Иван Любимов композитор), Кӑкшӑм ял администраци пуҫлӑхӗ, пӗрле вӗреннӗ Константин Михайлов, тӑванӗсем Ирина, Валентина тата Людмила учительсем, Штанаш ял администрацинче вӑй хуракансем килнӗ. Уява Штанаш шкул директорӗ В.Н. Парикова уҫрӗ, Галина Вячеславовнӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ. Вӗренекенсем Галина Вячеславовнӑна халалласа презентаци хатӗрленӗ. Персирлан шкулӗн пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ Ирина Вячеславовна Григорьева уява ертсе пычӗ. Галина Зотова кӗнеке-энциклопедипе паллаштарчӗ.

Кӗнекере вырӑнти ялсен историйӗпе, шкул, колхоз, чиркӳ, пульница историйӗпе, 181 ҫын биографийӗпе паллаштарнӑ. Кунтах ҫырма-ҫатра ҫинчен ҫырса кӑтартни пур. Кӗнекере ҫавӑн пекех вӗренекенсен тӗпчев ӗҫӗсем, ачасем хайланӑ юмах, Ульянов шкула тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫырнӑ акт, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Василий Лебедев 1848 ҫулта ҫырса Питӗрте пичетленнӗ Чӑваш халапӗсем те пур. Автор архивсене чылай аппаланса ларнӑ. Кӗнекере фотографисем чылай, 4 страница тӗрлӗ тӗслӗ.

Пуҫламӑш класра вӗренекенсем «Теремок» юмаха акӑлчан чӗлхипе выляса пачӗҫ. «Илем» ансамбль илемлӗ юрӑсене чуна тивмелле шӑрантарчӗ, кулӑшла сценкӑсемпе халӑха култарчӗ. Штанаш ял администраци пуҫлӑхӗ Светлана Григорьевна Ефремова Галина Зотовӑна кӗнеке кӑларнӑшӑн сума суса Тав хучӗпе чысларӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 28

1868
158
Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1903
123
Тимофеев Павел Тимофеевич, паллӑ вӑрман ерчетӳҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1922
104
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1932
94
Анатолий Юман, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1936
90
Овчаров Виктор Викторович, сӑвӑҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
57
Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ