Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм эрнере 2 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ниҫта та ӗҫлемен хӗрарӑм интернет-лапамсенчен пӗринче реклама курнӑ, унта инвестици хывса укҫа ӗҫлесе илме май пуррине пӗлтернӗ. Кун валли уйрӑм менеджерпа канашлама сӗннӗ, вӑл ӑс-тӑн парассине ӗнентернӗ.
«Консультантпа» калаҫа-калаҫа хӗрарӑм пӗр эрнере тӗрлӗ банкра 2 миллион ытла тенкӗ кредит илсе тултарнӑ, укҫана паллӑ мар счётсем ҫине куҫарса янӑ.
Туристсене илӗртес тесе шывра ишекен хаусботсем хута ярасшӑн. Вӗсене Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗ туса кӑларӗ.
Юханшыв-пӗвере ишсе ҫӳремелли ҫуртсене пуҫтарма тытӑннӑ ӗнтӗ. Хаусбосенче талӑкӗпех пурӑнма пулать. Вӑл электричествӑпа кӑна ӗҫлет.
Сӑмах май, Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗ ҫӗршыври хӳтӗлевпе промышленноҫ комплексӗ валли ятарлӑ техника туса кӑларакан предприяти шутланать.
Чӑваш Енре шкултан вӗренсе тухнӑ 8 ҫамрӑк литературӑпа, географипе тата химипе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкултан, Вӑрнарти 1-мӗш шкултан, Шупашкарти 2-мӗш лицейран тата Муркаш округӗнчи Калайкассинчи шкултан вӗренсе тухнисем хими экзаменӗнче 100 балл илнӗ. Шупашкарти 5-мӗш гимнази выпускникӗ географипе чи нумай балл пухнӑ. Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкул тата Шупашкарти 5-мӗш гимнази выпускникӗсем литература экзаменӗнче палӑрнӑ.
Ӗнер каҫхине Ҫӗмӗрле хулинче Октябрь урамӗнчи 10-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пушар пулнӑ. Ҫулӑм 15 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Пушара сӳнтерсен 1957 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ.
Палӑртмалла: иртнӗ эрнере Чӑваш Енре 46 пушар пулнӑ, вӗсенче пӗр ҫын вилнӗ, тепӗр ҫын аманнӑ. Ытларах чухне пушар ҫулӑмпа асӑрханманран тухнӑ.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче хыр тункатине асӑрханӑ. Унӑн диаметрӗ 28 сантиметр пулнӑ.
Йывӑҫа кам каснӑ? Ҫав ҫынна инҫех мар вырнаҫнӑ ялта тупнӑ. Хайхи арҫын документсемсӗрех хӑрӑк йывӑҫсем касса вутӑ хатӗрленӗ. Типнӗ хыра касса вӑл ӑна киле илсе килнӗ.
Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Суд ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех унӑн вӑрман фондне кӳнӗ тӑкака саплаштармалла.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем ташша пуҫтарӑннӑ. «60-мӗш ҫулсенчи ретро дискотека» каҫа вырӑнти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр йӗркеленӗ.
«Паян эпир питех те савӑнтӑмӑр! Эпир совет саманине аса илтӗмӗр, вӑл вӑхӑтри юрӑсене юрларӑмӑр, пионер пулнине аса илтӗмӗр. Хамӑн пӗрремӗш галстука ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫыхнине астӑватӑп. Ҫанталӑк сулхӑнччӗ: ҫумӑрччӗ тата вӑйлӑ ҫилччӗ», — тесе палӑртнӑ Ираида Кандюкина.
Чӑваш Енри 41 ҫулти арҫын Китая хатӗрленнӗ, анчах вӑл унта лекеймесен те пултарнӑ. Йӑлтах – парӑмсене пула.
Ҫак арҫын, Ҫӗмӗрлере пурӑнаканскер, 500 пин тенкӗ парӑм пухнӑ. Вӑл кредичӗсене, алимент тӳлемен.
Парӑмсем пулнипе приставсем арҫынна Раҫҫейрен тухмалла мар тунӑ. Арҫын вара Китая ӗҫе вырнаҫма каясшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл пӗтӗм парӑма татнӑ. Кун хыҫҫӑн кӑна приставсем ӑна Раҫҫейрен тухма ирӗк панӑ.
Ҫак кунсенче Канаш округӗнчи сунар базинче сунар йыттисен куравӗ пулнӑ. Вӑл кӑҫалхипе 65-мӗш хут иртнӗ.
Мероприятие Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчи, Елчӗк, Йӗпреҫ, Красноармейски, Вӑрнар, Патӑрьел округӗсенчи, Мӑкшӑ, Тутар республикисенчи, Чулхула тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи 57 йытӑ хутшӑннӑ. Паллах, вӗсен хуҫисем те пулнӑ.
Курва ҫулсерен сунар йыттисен пахалӑхне палӑртас, ӑратлӑ производительсене суйлас, ҫитӗнӗвӗсене кӑтартас, опытпа ылмашӑнас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗ Канаш, Ҫӗмӗрле тата Улатӑр хулисене округсемпе пӗрлештересси пирки йышӑну тунӑ.
Улатӑр тата Ҫӗмӗрле округӗсенче 20-шер депутат пулӗ, Канаш округӗнче - 31. Вӗсене пӗр мандатлӑ округсемпе виҫӗ ҫуллӑха суйлӗҫ. Куҫӑм тапхӑрӗ - 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен.
Ҫапла халӗ республикӑра уйрӑм статуслӑ икӗ хула ҫеҫ юлнӑ: Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар.
Республикӑра санитари авиацийӗ вӗҫме тытӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пӗрремӗш пациента ҫӑлнӑ.
Ҫӗмӗрлери 70 ҫулти арҫынна тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те унӑн инфаркт пулма пултарассине палӑртнӑ. Ӑна пӗр тӑхтамасӑр Шупашкара ӑсатма йышӑннӑ. Санавиаципе вӗҫнӗ чухне унӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑнӑ. Пациента чиперех илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал санитари авиацийӗ валли 36 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вертолетӑн 70 яхӑн вӗҫев тумалла. Пӗлтӗр республикӑпа санавиацие анса лармалли лапамсем татах хута янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |