Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫемьесем

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре кӑҫал пӗрремӗш йӗкӗреш – ывӑлпа хӗр – ҫуралнӑ. Нумаях пулмасть вӗсене киле кӑларнӑ.

Ку телей Бургановсен ҫемйине ҫитнӗ. Ачасем 37-мӗш эрнере кун ҫути курнӑ. Малтан Самира ҫуралнӑ – 2700 грамм тайнӑ, 49 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Унтан, тепӗр 6 минутран, Самир ҫут тӗнчене килнӗ. Арҫын ача 2810 грамм тайнӑ, 48 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ачасене «Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ» парне панӑ.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Элӗк округӗнче пурӑнакан Арбузовсем туй тунӑранпа 55 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Николай Захаровичпа Маргарита Васильевна – тӗслӗхлӗ мӑшӑр. Пӗрлешсен вӗсем ҫурт лартнӑ, ултӑ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ Арбузовсем тӑхӑр мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_16940
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Куславкка округӗнчи Карач ялӗнче пурӑнакан Моторкинсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.

Валерий Александрович ялти шкулта кочегар пулнӑ, Елена Никандровна ача пахчинче тата совхоз столовӑйӗнче поварта ӗҫленӗ. Вӗсем икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Иккӗшӗ те педагогика ҫулне суйланӑ.

Халӗ мӑшӑр – тивӗҫлӗ канура. Ҫапах ахаль лармаҫҫӗ: пахча ҫимӗҫ лартса ӳстереҫҫӗ.

Моторкинсене саламлама вырӑнти администраци ӗҫченӗсем тата «Энӗш» фольклор ансамблӗ килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26240
 

Чӑвашлӑх
https://vk.ru/wall-194537172_25984 сӑн ӳкерчӗкӗ
https://vk.ru/wall-194537172_25984 сӑн ӳкерчӗкӗ

Питӗрте пурӑнакан Степановсен ҫемйи «Новогодние семейные чтения вслух» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫулти ҫемье вулавӗсем) акцие хутшӑннӑ.

Питӗрти кӗнеке ҫуртӗнче вӗсем «Мӗншӗн хырпа чӑрӑш ялан симӗс» чӑваш юмахне вуланӑ.

Ҫемье чӑваш тумне тӑхӑнса пынӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ Анастасия Петровна та, унӑн хӗрӗсем Ольгӑпа Маша та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_25984
 

Раҫҫейре

Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасси ялӗнче пурӑнакан Селедкинсем пирки Пӗрремӗш каналпа каласа кӑтартнӑ.

Ҫак ҫемье кашни ҫулах Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӑйсен кил-ҫуртне тӗлӗнсе каймалла илемлӗ капӑрлатать иккен. Тата тӗрӗсрех каласан, 12 ҫул ҫапла тӑвать-мӗн. Тӗрле кӳлепе ӑсталама та юратать ҫемье.

Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ку ҫемье ҫинчен Пӗрремӗш канал сюжет кӑтартнӑ.

Кил хуҫи, электрик пулса ӗҫлекен Александр, кашни ҫулах ҫак вӑхӑтра виҫӗ эрнелӗх отпуск илет. Мӑшӑрӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса вӗсем кил-ҫурта капӑрлатаҫҫӗ. Кӑҫал 600 метр гирлянда кирлӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/18947
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Куславкка округӗнчи спортсменсем Алеквтина Судеркина тата Лев Петров ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем пӗрлешмешкӗн илемлӗ кун суйланӑ: 25.12.2025.

Алевтина Судеркина — ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР спорт мастерӗ, Раҫҫейри тата Беларуҫри чылай ӑмӑртура мала тухнӑ. Лев Петров — пауэрлифтинг енӗпе спорт мастерӗ, триатлон енӗпе иртнӗ ӑмӑртусенче нумай хутчен чемпион пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25874
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Хушавӑш ялӗнче пурӑнакан Алякинсем ҫӗнтернӗ. Чыслав Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ.

Ҫемье пуҫӗ Дмитрий Сергеевич ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать , унта вӑл 2022 ҫултанпа. Вӑл Жуков орденне тата тӗрлӗ медале тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗ Светлана Валериевна – Тӑван ҫӗршыв воинӗсен ҫемйисен комитечӗн хастарӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл – ял старости. Алякинсен икӗ хӗр ҫитӗнет.

Конкурсра ҫӗнтернӗ ҫемьене Дипломпа тата 50 пин тенкӗлӗх сертификатпа чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16227
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Агеевсем пурнӑҫ ҫулӗпе пӗрле утса 5 ача ӳстернӗ, халӗ 11 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче Сергей Николаевичпа Ольга Евгеньевна ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.

Сергей Николаевич Горькинчи чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ. Ольга Евгеньевна колхозра бухгалтерта чылай ҫул тӑрӑшнӑ, кайран 18 ҫул почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Мӑшӑра Кӗлӗмкасси территори уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Валерий Никонов саламланӑ.

 

Республикӑра

Муркаш округӗнчи Оринин ялӗнче пурӑнакан Васильевсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем 3 хӗр те 2 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен 7 мӑнук тата 2 кӗҫӗн мӑнук пур.

Вячеслав Прохорович салтакра чухне «1-мӗш класлӑ радист» палла тата Морзе азбукине йышӑнассипе пӗрремӗш разряд илнӗ. Ҫартан таврӑнсан культура тытӑмӗнче ӗҫленӗ, Орининти культура ҫурчӗн директорӗ, киномеханикӗ пулнӑ. Халӗ вара халӑх театрне выляма ҫӳрет. Вӑл – ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Галина Ивановна Шупашкарти кулинари училищинчен вӗренсе тухсан поварта 37 ҫул ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16451
 

Республикӑра

Куславккари Аксинья Кудряшова, 7-мӗш класра вӗренекенскер, Раҫҫей ШӖМӗ йӗркеленӗ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унӑн ӗҫӗ 12-14 ҫулсенчи ачасен хушшинче палӑрнӑ.

Аксинья ашшӗ-амӑшне ӳкернӗ. Унӑн амӑшӗ Светлана Николаевна – полици капитанӗ. Ашшӗ Владимир Николаевич – отставкӑри майор. Вӗсем службӑра паллашнӑ. Халӗ 3 ача ӳстереҫҫӗ: Катя, Аксинья тата Андрей. Аппӑшӗ те хитре ӳкерет, вӑл та ку конкурса икӗ хут хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25494
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 67
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне тухӑҫлӑ пулӗ. Йышӑнусем хӑвӑрт тӑватӑр, кӑткӑс лару-тӑруран та тухатӑр, уйрӑмах — харпӑр пурнӑҫра. Хӑюлӑха, иккӗленӳсӗр ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр. Эрне пуҫламӑшӗнче сывлӑха тимлӗх уйӑрмалла, ытлашши ӗҫлемелле мар.

Ҫу, 16

1989
37
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2002
24
Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ