Шупашкарти йӗрке хуралҫисем чиркӳ вӑррине тытса чарнӑ. Кукӑр алӑлли хӗрарӑм пулнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чиркӗве кайсан япала ҫухални пирки евитлекенсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче тупӑннӑ. Вӗсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи чиркӗве кайсан мулсӑр таврӑнма тытӑннӑ. Пӗр хӗрарӑмӑн сумкинче, сӑмахран, 10 пин ытла тенкӗлӗх пурлӑх пулнӑ.
Шупашкарти полицейскисем оперативлӑ шырав ӗҫне кӳлӗннӗ. Ют кутамккана вӑрлама хӑтланнӑ вӑхӑтра хӗрарӑма полицейскисем тытса чарнӑ.
Вӑрӑ Шупашкарта пурӑнать иккен. Вӑл хӑй айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарма килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе судра ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд вӑрӑ-хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.
Ҫемьесене упраса хӑварас тӗллевпе Чӑваш Енре «Сохраним семью» (Чӑв. Ҫемьене упрар) проект пурнӑҫланать. Ӑна республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви шухӑшласа кӑларнӑ.
Проект тӗллевӗ — ҫемье ҫавӑракан мӑшӑрсене, уйрӑлас патне ҫитнӗ арӑмӗпе упӑшкине психологи пулӑшӑвӗ парасси. Проекта загс органӗсен ӗҫченӗсем, Шупашкарти Ҫул ҫитмен ачасене социаллӑ реабилитаци пулӑшӑвӗ кӳрекен центр психологӗсем, Шупашкарпа Чӑваш Ен епархийӗнче тӑрӑшакансем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем лекцисем вулаҫҫӗ, семинарсемпе психологи тренингӗсем ирттереҫҫӗ, ҫемьери хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сӗнӳ-канаш параҫҫӗ.
Проекта пурнӑҫланӑ май шкул ачисемпе, студентсемпе тӗл пулаҫҫӗ, вӗсене те ҫемье пӗлтерӗшӗ пирки ӑнлантарасҫӗ.
Сӑмах май каласан, ҫемьесем арканасси пирӗн республикӑра юлашки 5 ҫулта пӗчӗк тесе ӗнентерет ЧР Юстици министерстви. Ҫемье арканнин 1000 ҫын пуҫне илнӗ кӑтартӑвӗпе пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхри коэффициент 2,9 пулнӑ. Ку вӑл Федерацин Атӑлҫи регионӗнче чи пӗчӗкки иккен.
Чиркӳпе килӗштерсе ӗҫлени Чӑваш Енри ҫемьесем арканассинчен асӑрханма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче Чӑваш Енӗн Юстици министерстви тата Шупашкарпа Чӑваш епархийӗ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Наталья Тимофеева министр шухӑшланӑ тӑрӑх, епархипе тунӑ килӗшӳ уйрӑлакан ҫемьесен йышне чакарма май парӗ. «Пирӗншӗн сирӗн шухӑшӑр пӗлтерӗшлӗ. Ҫак ырӑ ӗҫре сирӗн сӗнӗвӗр кирлӗ», – тенӗ Наталья Тимофеева Варнавӑна.
Юстици министерстви тата Шупашкарпа Чӑваш епархийӗ «Сохраним семью» (чӑв. Ҫемьене упрар) пӗрлехи проекта пурнӑҫа кӗртесшӗн. Унӑн тӗллевӗ — ҫемье хаклӑхне халӑхра сарасси, ҫемьесем арканасран психологсем пулӑшасси, мӑшӑрланма шут тытнӑ ҫамрӑксене сӗнӳ-канашпа пулӑшасси.
Ҫынсем Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ храма таса чунпа ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа унта усал шухӑшлӑ вӑрӑ та пырасси пирки шуламаҫҫӗ ахӑртнех. Юлашки вӑхӑтра храмра вӑрланӑ виҫӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Виҫҫӗшӗнче те вӑрӑ пӗрешкел майпа хӑтланнӑ.
Ҫак преступленисене Шупашкарта пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 51 ҫулти хӗрарӑм тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Служба пынӑ вӑхӑтра вӑл храма килнӗ ҫынсен сумкисене, рюкзакӗсене йӑкӑртнӑ. Полицейскисем ӑна шӑпах вӑрланӑ вӑхӑтра тытса чарнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унччен вӑл йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланман. Халӗ хӗрарӑмӑн ирӗклӗн тухса ҫӳреме юрамасть. Вӑрланӑ япаласене вара хуҫисене тавӑрса панӑ.
Паян ҫӗршывӑн тӗп хулинче Мускавӑн тата Пӗтӗм Руҫӑн ҫветтуй Патриархӗ Кирилл тронра ларма пуҫланӑранпа 10 ҫул ҫитнине халалласа савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин Элтеперӗ те хутшӑннӑ.
Республика ертӳҫин Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, савӑнӑҫлӑ мероприятие Патшалӑхӑн Кремль ҫуртӗнче ирттернӗ.
Кирилл Патриархӑн чӑн ячӗ — Владимир Михайлович Гундяев, Вӑл Ленинград (хальхи Питӗр) хулинче 1946 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс православи чиркӗвӗн епископне Мускав тата пӗтӗм Руҫ патриархӗ пулса 2009 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче шаннӑ.
Патриарха лартиччен вӑл Смоленск тата Калининград митрополичӗ пулнӑ. Унччен те вӑл хӑйӗн пурнӑҫне чиркӳ ӗҫне халалланӑ.
Шупашкарта пӗр арҫын паянхи саманара укҫа тума май тупнӑ. Вӑл пачӑшка тухнӑ. Хайхи суя пачӑшкӑ вилнисене юлашки ҫула ӑсатнӑ май кӗлӗ вулать, хваттерсене, автомашинӑсене сӑваплать. Кун пирки Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗ хайӗн сайтӗнче тӗне пӑхӑнса пурӑнакансене асӑрхаттарса ҫырнӑ.
Турӑ ҫыннисем укҫа тумалли ултавлӑ май тупнӑ ҫыннӑн ятне те палӑртнӑ. Вӑл Алексей Соколов иккен. «Чӑваш Ен митрополине ун пирки пирӗн чиркӳсене куллен ҫӳрекенсем пӗлтерчӗҫ. Унӑн православи чиркӗвӗн санӗ ҫук, апла пулин те вӑл вилнисен ячӗпе кӗлӗ вулать, ҫӑмӑл машинӑсемпе хваттерсене, ҫуртсене сӑваплать. Сан ҫук пулсан унӑн ӗҫӗ чиркӳ канонӗсемпе ҫыхӑнса тӑмасть, вӑл ирттернӗ ӗҫ-хӗлӗн усси те ҫук», — палӑртнӑ епархи сайтӗнче.
Храма виҫӗ хут ҫаратнӑ 54 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ҫитменнине, ҫакскер аппӑшӗн укҫипе телефонне те вӑрланӑ. Шупашкар районӗн сучӗ палӑртнӑ приговорпа килӗшӳллӗн, арҫыннӑн 380 сехет ӗҫлемелле.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, утӑн 24-мӗшӗнче тата ҫурлан 23-мӗшӗнче ҫак арҫын ӳсӗр пулнӑ, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи чиркӳн чӳречине гвоздодерпа ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Ҫапла вӑл виҫӗ хутчен хӑтланнӑ. Арҫын чиркӳрен 5000, 300, 200 тенкӗ вӑрланӑ.
Ҫурлан 27-мӗшӗнче хайхискер тепӗр ялта пулнӑ. Аппӑшӗ чие ҫырли пуҫтарнӑ, кафтине карта ҫине ҫакнӑ. Арҫын унӑн кӗсйинчен телефон, 5 пин те 100 тенкӗ туртса кӑларнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс ялӗнчи ҫынсем хӑйсен вӑйӗпе чиркӳ хӑпартаҫҫӗ.
Чиркӳн пӗрремӗш кирпӗчне 2008 ҫултах хунӑ. Унтанпа 10 ҫул иртнӗ. Чиркӳ чылай ҫул вӑхӑтлӑх тӑрӑ айӗнче ларнӑ. Рубероид ҫуркаланса пӗтнӗ, шыв анма пуҫланӑ. Халӑх чиркӗве хӑйӗн вӑйӗпе тума йышӑннӑ. Унсӑрӑн стенасем йӑтӑнса анӗҫ-ҫке-ха. Кӑҫал ҫанталӑк сивӗтиччен ӑна туса пӗтерме тӗллев лартнӑ.
Агафон атте каланӑ тӑрӑх, алтаре туса пӗтерӗҫ кӗҫех. Хальлӗхе кӗлӗсем лавкка пулнӑ ҫуртра иртеҫҫӗ. Ҫурчӗ кивӗ, тӑрринчен шыв анать. Кӗлле халӑх нумай пухӑнать, мачча йӑтӑнса анасран хӑраҫҫӗ. Кивӗ ҫурта Чӑваш Енри тӗрлӗ кӗтесрен те, ют регионсенчен те килеҫҫӗ. Чиркӳре тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан турӑш пур.
Шупашкарти предприятисенчен пӗринче Эйфель башни туса лартнӑ. Анчах ку священниксене питех те килӗшмен. Кун пирки Владислав Смирнов «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Эйфель башни чиркӳ ҫыннисене мӗншӗн килӗшмен-ха? Лешӗ часавайпа юнашар вырнаҫнӑ иккен.
«Ку часавайра Андрей атте служба ирттерет. Вӑл Эйфель башнине хӑпартма пуҫласанах ҫакна хирӗҫчӗ. Хулара яланах чи ҫӳллӗ ҫуртсем чиркӳсемпе храмсем пулнӑ. Тӗн ҫурчӗсем ҫывӑхӗнче вӗсенчен ҫӳллӗрех объектсем пулмалла мар имӗш, — пӗлтернӗ Владислав.
— Эпӗ хам башньӑна хирӗҫ мар-ха, анчах башньӑн урӑх вырӑнта лармалла пуль, — хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ Андрей атте. Ун шухӑшӗпе предприяти лаптӑкӗ пӗчӗк мар, Эйфель башнине тума урӑх вырӑнта та май пур.
Аса илтеретпӗр, темиҫе ҫул каялла пупсем хирӗҫленине пула Ҫӗрпӳре парк йӗркелес ӗҫ чарӑнса ларнӑччӗ. Хула ҫыннисем валли ҫапла май вырӑнти тӳре-шара илемлӗ кӗтес туса параймарӗҫ.
Муркаш районӗнчи Оринин ялӗнче Ҫветтуй Троица чиркӗвне уҫнӑранпа кӑҫал 220 ҫул ҫитет. Унӑн алӑкӗсем 1798 ҫулта уҫӑлнӑ. Ун чухне вӑл йывӑҫран тунӑ храм пулнӑ. 19-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче храм ҫунса кӗлленнӗ. Кун хыҫҫӑн вырӑнти халӑх ӑна ҫӗнӗрен хӑпартма йышӑннӑ: анчах йывӑҫран мар, кирпӗчрен.
Чиркӳ 1935 ҫулччен ӗҫленӗ. Ҫав ҫул ӑна хупнӑ. Тӗрлӗ ҫулта чиркӳ ҫурчӗпе склад, шкул, библиотека пек усӑ курнӑ. Ял клубӗ те пулнӑ вӑл. Вырӑс православи чиркӗвне ӑна 2002 ҫулта кӑна панӑ.
2011 ҫулта унӑн тӑрри йӑтӑнса аннӑ. Халӗ ав унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Халӑх та май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать. Ӑна ҫӗнӗ проектпа хӑпартаҫҫӗ.
Чиркӳ ҫумӗнче вырсарни шкулне уҫнӑ, унта ачасем православи тӗнне вӗренеҫҫӗ, ӳкерме хӑнӑхаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |