Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӳрӗ лини

Республикӑра

112 тытӑмпа пӗрлех ытти ыйтӑва та ҫутатнӑ-ха. Паян, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Енри Граждан оборонин тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗн тӳрӗ линийӗ иртнӗ.

Унта районсенчен те шӑнкӑравлакансем пулнӑ. Электрон пуштӑпа ыйтакансем те тупӑннӑ. Халӑх ыйтӑвне Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Антонов, Чӑваш Енри ГКЧС председателӗ Вениамин Петров, республикӑри шыравпа ҫӑлав службин пуҫлӑхӗ Николай Глухов тата пушарпа кӗрешекен службӑн пуҫлӑхӗ Валерий Игнатьев хуравланӑ.

Тӳрӗ линие хутшӑнакансем республикӑра 112 тытӑм мӗнле ӗҫленипе кӑсӑкланнӑ, ҫак номерпе шӑнкӑравласа илеймесен мӗн тумаллине ыйтнӑ. Хӑйне кӑсӑклантарнин хуравне шыракансенчен кашниех тӗплӗ хурав илнӗ.

 

Раҫҫейре

Паян Раҫҫей Президенчӗ ҫӗршывра пурӑнакансен ыйтӑвне йӑлана кӗнӗ йӗркепе тӳрӗ эфирта хуравлать. Вӑл 12 сехетре пуҫланчӗ. Владимир Путин халӑх ыйтӑвне епле хуравланине «Первый», «Россия 1», «Россия 24» телеканалсемпе, «Маяк», «Вести FM» и «Радио России» радиостанцисемпе итлеме пулать.

Ҫӗршыв ертӳҫи патне янӑ ыйтусем, хальлӗхе хускатнисем, социаллӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннисем пулчӗҫ. Ҫынсене ӗҫ укҫи пӗчӗкки, вӑл укҫапа епле пурӑнмалли пӑшӑрхантарни сисӗнет.

Аса илтерер, ыйтусене халӗ те йышӑнаҫҫӗ. Moskva-putinu.ru сайта кӗрсен ыйту памалли тӗрлӗ майпа усӑ курмаллине кӑтартнӑ. 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла. СМС-ыйтусене 0-40-40 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Анчах унти ыйту 70 палларан вӑрӑм пулмалла мар.

 

Ҫурт-йӗр
Максим Ивановӑн каяш пирки те хуравлама тивӗ
Максим Ивановӑн каяш пирки те хуравлама тивӗ

«Ҫыхӑнура» (на-связи.ru) форум Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Максим Ивановпа «Тӳрӗ лини» ирттерме палӑртнӑ. Асӑннӑ порталӑн форумӗнчи онлайн-консультаци раштавӑн 15-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен пырӗ.

Тӳре-шарана ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа тата тӗплӗ юсавпа ҫыхӑннӑ ыйтусене памаллине пӗлтернӗ. Порталта ҫырнӑ тӑрӑх, ыйтусене халех хатӗрлеме юрать. Чӑн та, хӑшӗсем ыйтма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Канашри Йӗпреҫ шосси ҫинчи 5-мӗш ҫуртӑн путвалӗнче каяша хӑҫан тасатӗҫ, вырӑнти управляющи компани шарламасть тесе ҫырнӑ пӗри. Тепри вара министерство икӗ уйӑх ӗнтӗ хуравламасть тесе ӗнентернӗ май ведомствӑна саккуна шӗкӗлчеме сӗнет.

 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакансем ыран хӑйсен ыйтӑвне хулари тӳре-шара пулӑшнипе уҫӑмлатайӗҫ. Вӗсем валли ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен «тӳрӗ лини» ӗҫлӗ.

Республикӑмӑрӑн тӗп хулинче пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан самантсене хулари район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем телефонпа сӳтсе явма килӗшнӗ.

Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Николай Петрович Прокопьевпа 23-44-53 номерпе ҫыхӑнма пулать. Калинин районӗнче пурӑнакансем 23-44-37 номерпе хӑйсен тӑрӑхӗшӗн яваплӑ Юрий Васильевич Афанасьевпа калаҫайӗҫ. Мускав районӗнче пурӑнакансен вара Елена Витальевна Романоваӑпа 23-52-25 номерпе ҫыхӑнмалла.

Хулари тӳре-шараран ҫурт-йӗрпе, сывлӑх сыхлавӗпе, шкулсемпе тата ытти кирек епле ыйтӑва та ыйтса пӗлме май килӗ.

 

Хӗсмет

Ывӑлӗсен хӗсмете кайма вӑхӑт ҫитсен ашшӗ-амӑшӗн ялана тенӗ пекех ыйту ҫуралать. Тем пирки те пӗлесшӗн вӗсем. Ҫар службипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсенчен тытӑнса кама ҫара илмесси, вӗреннӗ вӑхӑтра салтака пуҫтарса ан кайччӑр тесен епле хутсем тӑратмалли таранах.

Асӑннӑ мӗнпур ыйтӑва ыран Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗнче уҫӑмлатма пулать. Кӑсӑклантаракан ыйту хуравне шыраса Шупашкар тӑрӑх ҫӳремелле мар. Телефонпа кӑна шӑнкӑравламалла. Хӗрӳ линипе ҫынсен ыйтӑвӗсене ирхи вунӑ сехетрен пуҫласа вунпӗр сехетчен уҫӑмлатӗҫ. Телефон номерӗ ҫапларах: 39-36-81. Шупашкар хула номерӗпе шӑнкӑравланӑ чух хула кочӗ кирлӗ пулма пултарӗ: 8-8352. Ан именӗр, ыйтӑр, шӑнкӑравлӑр, пӗлес тенине пӗлме тӑрӑшӑр.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне, пӗтӗмӗшле илсен, лӑпкӑ иртӗ. Анчах ҫавна май эсир сыхлӑха ҫухатма пултаратӑр. Тунтикун уйрӑмах тимлӗ пулӑр, хӑвӑра улталама ан парӑр. Ытларикун вак-тӗвеке те сӑнӑр. Эрне варринче туссене кивҫен ан парӑр — туссене те, укҫана та ҫухатма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри ҫӗнӗ пӗлӳ илме ӑнӑҫлӑ.

Раштав, 11

1894
131
Трофимов Андрей Трофимович, педагог, чӑваш шкулӗсем валли пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлекенӗ ҫуралнӑ.
1899
126
Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та