Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: олимп вӑййисем

Спорт

Раҫҫейри спортра тепӗр харкашу тухнӑ. Вӑл та Бразилире иртнӗ Олимп вӑййисемпе ҫыхӑннӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ спортсменкӑна ӑмӑрту хыҫҫӑн Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Михаил Мамиашвили хӗненӗ.

Инна Тражукова спортсменка каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна пӑхӑр медаль ҫӗнсе илейменшӗн питӗнчен ҫапнӑ. Инна 63 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Анчах вӑл, ҫамрӑкскер, Польшӑри 37 ҫулти спортсменкӑна выляса янӑ.

Ҫакӑ Михаил Мамиашвилие килӗшмен. Вӑл ҫынсен умӗнчех Иннӑна питӗнчен икӗ хут ҫапнӑ. «Тражуковӑн килтех ҫапла каламалла пулнӑ: «Эпӗ сире кирлӗ самантра сутӑп, йывӑрлӑхсене, хамӑн вӑйсӑрлӑха ҫӗнмӗп, ҫавӑнпа мана пӗрлештернӗ командӑна ан кӗртӗр, — тенӗ тарӑхнӑ Мамиашвили. – Ҫапла пулса тухрӗ те: Тражуковӑна Риона ӑнсӑртран лекнӗ 37-ри сортменка ҫӗнтерчӗ».

Инна Тражукова Раҫҫее таврӑнсан прокуратурӑна ыйту ҫырасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35750
 

Спорт

Бразилире маунтинбайк енӗпе ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Ирина Калентьева хутшӑннӑ.

Букмейкерсен танлаштарӑмӗнче Ирина Калентьева 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Рио-де-Жанейрӑра вӑл малти вырӑна тухайман. Ӑмӑртура Швеци спортсменки Йенни Риссведс финиша малтан ҫитнӗ. Унтан Польшӑри Майя Влощовская килнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Канадӑри Катрин Пендрел йышӑннӑ.

Ирина Калентьева финиша 17-мӗш ҫеҫ ҫитнӗ. Пӗтӗмпе медальсемшӗн 30 велочупуҫӑ кӗрешнӗ. Ирина дистанцие 1:36:54 кӑтартупа вӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35748
 

Спорт

Рио-де-Жанейро хулинче иртекен ҫуллахи олимпиадӑра Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ялӗн хӗрӗ ирӗклӗ майпа кӗрешессине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Чӑнлӑ районӗнчи Ирҫел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ 25 ҫулти Инна Тражукова 63 килограмран ҫӑмӑлрах хӗрарӑмсен категорийӗпе кӗрешӗве тухрӗ.

Инна Тражукова Венгри хӗрарӑмӗпе, 33 ҫулти Марианна Шастинпа, вӑй виҫессине пӗлтернӗччӗ. Анчах ку хыпар тӗрӗсех пулмарӗ. Суйласа илмелли турта Иннӑпа Турци хӗрарӑмӗ Хафизе Шахин пулчӗ. Ӑна ҫӗнтерсе Инна чӗрӗк финала Сюй Жуй Китай хӗрарӑмӗпе кӗрешӗве тухрӗ.

Ҫурма финалта Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ И. Тражукован Японири Рисако Каваи спортсменкӑпа кӗрешме тивнӗ. Анчах Рисако Каваине Инна 0:4 шутпа выляса янӑ.

 

Спорт

Чӑваш Енре ҫуралнӑ Дарья Спиридонова Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнать. Ҫурлан 9-мӗшӗнче Раҫҫейӗн гимнастика енӗпе пӗрлештернӗ команди кӗмӗл медаль илни пирки хыпарланӑччӗ. Ун чухне АПШ — пӗрремӗш, Китай — виҫҫӗмӗш вырӑнта пулнӑ. Ҫитес вӑхӑтра спортсменкӑсем харпӑр хӑй тупӑшса медальсемшӗн кӗрешӗҫ.

Дарья Спиридонова унта хутшӑнӗ-и? Паллах. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 22 сехет те 14 минутра пуҫланӗ. Дарья Спиридонова брус ҫинче хӑнӑхтарусем тӑвӗ.

Чӑваш Енре Дашӑшӑн ашшӗпе амӑшӗ тата тренерӗ Наталья Ильичева пӑшӑрханаҫҫӗ. Амӑшӗ хӗрӗ хӑнӑхтарусем тунӑ чухне экран умӗнче лараймасть — пӑлханнипе айккине пӑрӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35549
 

Спорт

Рио-де-Жанейрӑра Олимп вӑййисем старт илеҫҫӗ. Унта кайнӑ спортсменсене хавхалантарас тӗллевпе Шупашкарта та хӑйне евӗр Олимп вӑййисем йӗркелеме палӑртнӑ.

Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине хавхалантарасшӑн. Ӑмӑрту пуҫланиччен унта хутшӑнма ирӗк паман спортсменсен кӑмӑлне те ҫапла ҫӗклесшӗн.

Шупашкарти Олимп вӑййисене организацисемпе предприятисен командисем, ахаль ҫынсем, хула хӑнисем хутшӑнма пултарӗҫ. Унта килнисем ГТО нормативне пурнӑҫлӗҫ, тӗл перӗҫ, баскетболла, сӗтелҫи теннисла, мини-футболла вылӗҫ, чӑрмавсене парӑнтарӗҫ.

Йога занятийӗсем иртӗҫ. Ун чухне пултарулӑх ушкӑнӗсем те юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Олимп вӑййисем ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗҫ.

 

Спорт
Дарья Спиридонова
Дарья Спиридонова

Рио-де-Жанейрӑра Олимп вӑййисем пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Допинг харкашӑвӗ спортсменсен кӑмӑлне пусарчӗ, ҫапах вӗсем ку ыйтӑва татса парасса юлашки кунччен шанчӗҫ.

Раҫҫей спортсменӗсене Олимпиадӑра хутшӑнма ирӗк панӑ. Анчах пурне те мар. Ҫӑмӑл атлетсем унта каяймӗҫ. Унччен допинг ӑша янипе ҫакланнӑ спортсменсем те Рио-де-Жанейрӑна вӗҫмӗҫ.

РФ спорт министрӗ Виталий Мутко каланӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне Раҫҫейри 272 спортсмена Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панӑ.

Чӑваш Енрен унта тӑваттӑн кайӗҫ. Дарья Спиридонова гимнастка тӗп ӑмӑртусенче тупӑшӗ. Вячеслав Поляшовпа Евгения Шелгунова — резервра. Ирина Калентьева маунтинбайк енӗпе ӑмӑртӗ.

Чӑваш Енри 6 ҫӑмӑл атлет та Олимп вӑййисене кайма пултарнӑ. Анчах Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсемшӗн, Дарья Клишинӑсӑр пуҫне, ӑмӑрту пуҫланмасӑрах вӗҫленнӗ.

 

Спорт

Шупашкарта маунтинбайк центрӗ уҫӑлсан Раҫҫей чемпионачӗ старт илнӗ. Спортсменсем кросс-кантри дисциплинӑра ӑмӑртнӑ.

Чӑваш велочупуҫи Ирина Калентьева, Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, чемпион ятне 13-мӗш хут тивӗҫнӗ. Ирина Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисен призерӗ те.

Спортсменка Чӑвашра маунтинбайк центрӗ уҫӑлнӑшӑн савӑнать. Унччен вӗсем путвалта тренировкӑсем ирттернӗ.

Хӗрарӑмсен «элитинче» 19 спортсменка тупӑшнӑ. Пирвайхи 150 метрта ҫеҫ пурте пӗр тан пынӑ. Кайран Ирина Калентьева мала кайнӑ. Вӑл 5 ҫаврӑма 1 сехет те 17 минутра парӑнтарнӑ. Финиша пуринчен те малтан, самай маларах, ҫитнӗ.

Арҫынсен йышӗнче вара Тимофей Иванов пӗрремӗш пулнӑ. Тупӑшу вӗҫленнӗ кӑна — Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ Раҫҫей спортсменӗсене Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панине пӗлнӗ. Мӗн тери савӑнӑҫ пулнӑ ку вӗсемшӗн.

Олимпиадӑра кросс-кантри дисциплинӑра хӗрарӑмсем – ҫурлан 20-мӗшӗнче, арҫынсем 21-мӗшӗнче тупӑшӗҫ.

 

Спорт

Паян телекуравпа акӑ мӗн пӗлтернӗ: Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ Раҫҫей спортсменӗсене Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Кун пирки Тина Канделаки хӑйӗн Твиттерӗнче те пӗлтернӗ.

Анчах Рио-де Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене пур спортсмен та хутшӑнаймӗ. Унта каякан спортсменсен списокне каярах пӗлтерӗҫ. Олимп комитечӗ кашни спортсменӑн допинг историне пӑхса тухӗ. Унччен спортсмен допинг ӑша янипе лекнӗ пулсан вӑл Рио-де-Жанерӑра иртекен Олимп вӑййисене каяймӗ.

Аса илтерер: допинг шӑв-шавӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ҫӗкленнӗ. Олимп вӑййисем вара Рио-де-Жанейрӑра ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫланӗҫ.

 

Спорт

Ҫӑмӑл атлетикӑсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗ Раҫҫей спортсменӗсене Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнмашкӑн ирӗк паман. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» ҫырнӑ.

Паян ҫакӑ паллӑ: Олимп вӑййисене Раҫҫейри пӗр ҫӑмӑл атлетка ҫеҫ хутшӑнма пултарать. Вӑл — Дарья Клишина. Ассоциаци ыттисен заявкисене пӑрахӑҫланӑ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Ен спортсменӗсем те.

Аса илтерер: Олимп вӑййисене Чӑваш Енри ултӑ спортсмен хутшӑнма пултарнӑ. Вӗсем — Татьяна Архипова тата Алина Прокопьева марафонкӑсем, хӑвӑрт утакан Светлана Васильева тата Марина Пандакова, сӑнӑ ывӑтакан Вера Ребрик, шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидорова. Вӗсем Раҫҫейри ытти спортсменпа пӗрле Ҫӑмӑл атлетикӑсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацине заявка янӑ пулнӑ.

Спортсменсем парӑнасшӑн мар. Халӗ вӗсем Лозаннӑри Спорт арбитраж судне тавӑҫ тӑратма хатӗрленеҫҫӗ. Аппеляцие утӑн 19-мӗшӗнче ҫеҫ пӑхса тухӗҫ. Хурав вара утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34650
 

Спорт

Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Швейцарири Лозанна хулинче Арбитраж спорт сучӗ РФ Олимп комитечӗн тата Раҫҫейри 68 ҫӑмӑл атлет тавӑҫне пӑхса тухӗ. Вӗсем Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнассишӗн кӗрешӗҫ.

Чӑваш Енрен Олимпиадӑна улттӑн кайма пултарӗҫ. Вӗсен йышӗнче – Татьяна Архиповӑпа Алина Прокопьева марафонкӑсем, хӑвӑрт утакан Светлана Васильева, Марина Пандакова, сӑнӑ ывӑтакан Вера Ребрик, шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидорова.

Списокар пӗтӗмпе – 68 ҫӑмӑл атлет. Ӑна Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.10.2020 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнене лăпкă ирттерĕр. Канăр, çывăрса тăранăр – сирĕн вăй-хал халĕ пĕтсех çитмен-ха, çапах инфекцие парăнас хăрушлăх пур. Хăвăра мĕнле туйнине сăнаса тăрăр. Кăштах аптăрасанах тухтăр патне кайăр.

Юпа, 26

1945
75
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
2000
20
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org