Чӑваш Ен Финанс министерствинче ведомствӑн ертӳҫи пулнӑ Николай Смирнова саламланӑ. Ӑна 65 ҫул тултарнӑ ятпа министерство ӗҫченӗсем тата Михаил Ноздряков вице-премьер — финанс министрӗ ырӑ суннӑ. Юбиляра «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» юбилей медалӗпе чысланӑ.
Николай Васильевич пурнӑҫӗн пысӑк пайне финанс службине тата республикӑн хысна тытӑмне халалланӑ. Финанс министерствинче вӑл 32 ҫул ӗҫленӗ, ҫав шутран 18 ҫулӗнче министр тилхепипе пулнӑ.
Юбиляр пирки Чӑваш Ен Финанс министерствинче ырӑпа калаҫҫӗ, унӑн тӑрӑшӑвӗ сумлӑ пулнине аса илеҫҫӗ. Николай Смирнов юбилейпе самламланӑшӑн тав тунӑ, укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва виҫсе хакласа тума сунса каланӑ.
Чӑваш Ен культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова Нина Яковлевӑна юбилей ячӗпе саламланӑ.
Аса илтерер: ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Раҫҫей тата Чӑваш халӑх артистки Нина Яковлева 80 ҫул тултарчӗ.
«Нина Михайловна, эсир чӑваш, вырӑс ют ҫӗршыв драматургийӗн классикӗсен чаплӑ сӑнарӗсене калӑпланӑ. Ӗҫтешсем тата куракансем сирӗн ҫӳллӗ шайри профессионализма тата ӑсталӑха хаклаҫҫӗ, сире чӑваш халӑхӗ юратать. Эсир Чӑваш Республикин театр ӳнерне ҫӳллӗ шая ҫӗкленӗ, пуян опытӑр ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать. Ҫирӗп сывлӑх тата пултарулӑхра ӑнӑҫу сунатӑп», — саламланӑ культура министрӗ сцена ӑстине.
Нина Яковлевӑна вӑл Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысланӑ. Ку хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев шӑп та лӑп уйӑх каялла, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
«Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе – 100 ҫул» асӑнмалӑх медале чи малтан виҫӗ ҫын тивӗҫнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ку медальпе СССР Халӑх артисткине Вера Кузьминана, Варнава митрополита тата «Промтрактор» АУО ветеранне Иван Долгушина чысланӑ.
Олег Алексеевич медальпе камсене чысласси пирки Хушу алӑ пуснӑ. Списокра – 52 ҫын. Вӗсен йышӗнче – тӳре-шара, спортсменсем, политиксем, тухтӑрсем, пысӑк предприяти ертӳҫисем, пултарулӑхра палӑрнӑ ҫынсем… Ҫак йышра Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров та пур.
Ҫавӑн пекех, Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, ку медале 1994 ҫултанпа Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулнӑ ҫынсене парӗҫ. ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев ку списокра ҫук.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарни» астӑвӑм медалӗпе чысласси пирки распоряжени алӑ пуснӑ. Чи пӗрремӗш медальсене «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче парӗҫ. Унта ҫулталӑка официаллӑ майпа уҫӗҫ.
Ҫак наградӑна чи малтан тивӗҫекен ҫынсем паллӑ. Вӗсем – Варнава митрополит, Вера Кузьмина тата Иван Долгушин.
Варнава митрополит Рязань облаҫӗнче 1931 ҫулта ҫуралнӑ, 1976 ҫултанпа Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ. Вера Кузьмина 1923 ҫулта Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче кун ҫути курнӑ, 1947 ҫултанпа К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче ӗҫлет. Иван Долгушин «Промтрактор» ветеранӗ, 1938 ҫулта Ӗренпур облаҫӗнче ҫуралнӑ.
Шупашкар районӗнчи Мамка ялӗнче пурӑнакан Зоя Морозова 100 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ 2018 ҫулта пӗлтернӗччӗ. Халӗ кинемей 102 ҫула ҫитнӗ.
Хальхинче ӑна ҫуралнӑ кунпа саламлама Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен центрӗн ӗҫченӗсем Екатерина Москаленко тата Лариса Иванова, Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Субботин тата ыттисем пырса ҫитнӗ.
102 ҫулти кинемей паян та ӑслӑ-тӑнлӑ. Хӗллехи кунсенче вӑл юр тасатма тухать. Сӑнпа пӑхсан ҫулне кура мар ҫамрӑк курӑнать.
Ватӑ ҫын кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать. Зоя Даниловнӑн — 8 мӑнук, мӑнукӗсен ачисем 13-ӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче Зоя Морозова кирпӗч савутӗнче, пекарньӑра, совхозра ӗҫленӗ. Тракторист та пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ветеранӗн Владислав Хоменкӑн тӑлӑх арӑмӗ Нина Федоровна мӑшӑрӗн медалӗсене Шупашкарти Пушар хуралӗн музейне парнеленӗ.
«Ку наградӑсене ҫамрӑксене воспитани пама парнелетпӗр, пулас ӑру Тӑван ҫӗршыва мӗн тери юратма май пуррине пӗлтӗр», - тенӗ Нина Федоровна. Унӑн мӑшӑрӗ Владислав Арсентьевич пӗлтӗр 89 ҫул тултарнӑ, вӑл Украинӑри Киев облаҫӗнчи Умань хулинче ҫуралнӑ.
1941 ҫулта ашшӗне вӑрҫа ӑсатнӑ хыҫҫӑн Владислав Хоменкӑн ҫемйине эвакуациленӗ. Харьков облаҫӗнче вӗсем ҫине бомбӑсем ӳкме пуҫланӑ, унта арҫын ача ҫемйине ҫухатнӑ. Владислав кун хыҫҫӑн партизансен отрядне лекнӗ.
Шел те, Владислав Арсеньтевич нумаях пулмасть, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, вилнӗ. Унӑн медалӗсене халӗ музейре пурте курма пултарӗҫ.
Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа хатӗрленӗ юбилей медальне тивӗҫ ҫынсене халӑхпа суйлассине Чӑваш халӑх сайчӗ сасӑлав пуҫлансанах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Медаль парас текенсен списокне «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) порталта пичетленӗ.
Юбилей медальне журналистсене те парӗҫ. Ҫапла чыса тивӗҫ тесе 14 ҫынна суйласа илнӗ. Ҫавсен йышӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Алимасов, «Чӑваш Ен» НТРКн программӑсен директорӗ Маргарита Гартфельдер, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Ульяновец» хаҫат редакцийӗн ертӳҫи Олеся Герасимова, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика кафедрин профессорӗ, истори ӑслӑлӑхсен докторӗ Андрей Данилов, «Чӑваш Ен» ПТРКн радиовещанин программисен ертӳҫи Маргарита Кабетова, Пӑрачкав районӗнчи «Порецкие вести» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Геннадий Карпов, Куславкка районӗнчи «Ялав» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Валентин Константинов, «Чӑваш Ен» ПТРКн радиовещанин кореспонденчӗ Николай Мулянов, Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Вячеслав Николаев, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн хыпарсен пайӗн редакторӗ Ираида Павлова тата унти пай редакторӗ Андрей Сергеев, «Хыпар» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ, культура тата спорт пайӗн редакторӗ Надежда Смирнова, Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Анатолий Тихонов, «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Алена Ткач.
Чӑваш Ен хӑйӗн пӗр ӗмӗрхине сумлӑн уявлама хатӗрленет. Ҫавна май юбилей медальне те хатӗрленӗ ӗнтӗ. Медале тивӗҫҫисене палӑртас тесе халӑх сасӑлавне ирттереҫҫӗ. Медаль парас текенсен списокне «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) порталта пичетленӗ. Пултаруллӑ та медале тивӗҫ тесе шухӑшлакансене министерствӑсемпе ведомствӑсен шайӗнче тишкерсе ырланӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерствинче пӗлтернӗ.
Списокра, ҫак йӗркесен авторӗ тишкернӗ тӑрӑх, тӗрлӗ отрасльти ҫынсем пур. Ҫавсен хушшинче — комбайнерсемпе журналистсем таранах. Пурӗ 70 номинаци унта.
Сасӑлав паян, раштавӑн 23-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Вӑл 2020-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитни» астӑвӑм медалӗн положенине ҫирӗплетесси пирки» хушӑва алӑ пуснӑ. Ку награда икӗ элементран тӑрать.
Медале Раҫҫей ҫыннисем, ют ҫӗршыв гражданӗсем, Чӑваш автономийӗ йӗркленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисемпе уявсене килнӗ хисеплӗ ҫынсем илме пултарӗҫ. Кама чыслассине ЧР Элтеперӗ йышӑнӗ. Вӑл администраци ертӳҫисене сӗнӗвӗсене те шута илӗ.
Медале 2020 ҫул тӑршшӗпех парӗҫ. Унпа ҫын вилнӗ хыҫҫӑн чысламаҫҫӗ.
Чӑваш Енри кӗрешӳҫӗсем Португалинчи Одивелаш хулинче иринӗ тухӑҫ кӗрешӗвӗн тӗнче чемпионатӗнчен тата ӑмӑртӑвӗнчен 4 медальпе таврӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Спорт министерстви пӗлтернӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Чӑваш Енрен тӑватӑ спортсмен: Александр Аввакумов, Александр Максимов, Богдан Авдеев тата Виктор Фомиряков — кӗнӗ.
Сетоканӑн чи сумлӑ енӗпе, кумитэ мелӗпе, кӗрешсе Шупашкарти «Будокан» клуб воспитанникӗ Александр Аввакумов ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Уйрӑм зачетра Александр кумитэ енӗпе кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
16-17 ҫулсенчи каччӑсен йышӗнче Виктор Фомиряков пулнӑ. Асӑннӑ ушкӑн та ӑмӑртура ҫӗнтернӗ.
Чи ҫамрӑк ушкӑнра, 14-15 ҫулсенчисем хушшинче, ката енӗпе Александр Максимов мала тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |