Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Республика кунне анлӑн уявлать. Ҫавна май ӗнер Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пиротехниксен ӑмӑртӑвӗ пулчӗ. Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери XII «Асамат» фестивальне пилӗк команда хутшӑнать. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи каҫхине вӗсем хӑйсен конкурс программипе паллаштарчӗҫ. Унта Шупашкарти
«Пироснаб-Поволжье», Питӗрти «Пиротехнические Дворы Петергофа», Мускаври «Салюты лучших коллекций», Сергиев Посадри «Пиро-шоу», Кӑркӑстанри Бишкек хулинчи «ПироМаг» командӑсем хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерствин сайтӗнче командӑсемшӗн сасӑлав пырать. Хальлӗхе Шупашкарти ушкӑн малта пырать. Сасӑлав паян 13 сехетре вӗҫленӗ.
Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене паян чыслӗҫ.
Паян 22 сехет те 30 минутра фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чыслӗ тата фестивалӗн гала-кӑтартӑвӗ иртӗ.
«Регионы – сотрудничество без границ» (чӑв. Регионсем – чикӗсӗр ӗҫтешлӗх) курав Республика кунӗ тӗлне Шупашкарта ҫулсеренех уҫӑлать. Кӑҫал та иртӗ. Хальхи шучӗпе 26-мӗш хут пулӗ.
Ӑна йӗркелекенсем кӑҫал ӑна урӑхларах ирттерме шухӑшланӑ. Вӑл унчченхилле МТВ-центрта е «Контур» суту-илӳ комплексӗнче пулма пӑрахнӑччӗ-ха. Курав япалисене шатерсем карса вырнаҫтарӗҫ.
Ҫавӑн валли 1800 пин тӑваткал метр лаптӑк уйӑрма палӑртнӑ. Автомобильсем, пысӑк калӑпӑшлӑ ытти техника валли те вырӑн тупӗҫ. Тӗрлӗ енлӗ ӑстасене, ача-пӑчана кӑсӑклантармалли лаптӑксем уйӑрса парӗҫ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, курав ҫӗртме уйӑхӗн 21-24-мӗшӗсенче иртӗ.
«Хӗвел» компанин ушкӑнӗн специалисчӗсене Раҫҫейӗн Правительствин премийӗпе чысланӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министерстви пӗлтернӗ.
Специалистсене Раҫҫей Правительствине чӗнсех чысланӑ. Вӗсене 2018 ҫулта ӑслӑлӑхпа техника енӗпе тунӑ ҫитӗнӳшӗн хавхалантарнӑ. Маларах асӑннӑ министерство ӑнлантарнӑ тӑрӑх, премие тивӗҫнисем пысӑк тухӑҫлӑ кремнирен тӑракан фотоҫутӑ модулӗсемпе Раҫҫейӗн регионӗсенче хӗвел электростанцийӗсем тума технологи шухӑшласа кӑларнӑ. Шухӑшласа кӑларнӑ кӑна та мар. Ӑна хута янӑ.
Премие тивӗҫнӗ йышра — «Хӗвел» компанин специалисчӗсемпе пӗрлех А.Ф. Иоффе ячӗллӗ физикӑпа техника институчӗн тата Пысӑк температурӑллӑ пӗрлештернӗ институт ӗҫченӗсем.
Ҫак эрнекун, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери потребительсен правине хӳтӗлемели куна палӑртаҫҫӗ. Потребительсене хӳтӗлессипе ӗҫлекен «Consumers International» пӗтӗм тӗнчери организаци асӑннӑ кунӑн тематикине ҫулсеренех палӑртать иккен. Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет. Хальхине «Trusted Smart Products» – «Цифровой мир: надежные смарт-устройства» (чӑв. Цифра тӗнчи: шанчӑклӑ смарт-хатӗрсем) девизпа йӗркелеме йышӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР Экономика министерствинче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен «хӗрӳ лини» ӗҫлӗ. Унӑн телефонӗ — (8352) 64-20-63. Ку вӑл — пулӑшу сферинчи суту-илӗве йӗркелекен пай номерӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Антнова тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫакӑн пирки эпир республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хушусем тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Ӗҫлӗ хута регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хушусем тӑрӑх хакласан, тӗрӗслеве ЧР вице-премьерӗ Владимир Аврелькин тӗлӗшпе те пуҫарнӑ. Ун тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ-ха. Ӑна, экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министрне, вӑхӑтлӑха ӗҫрен хӑтарнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Министрӑн пӗрремӗш ҫумне Инна Антоновӑна та ӗҫрен вӑхӑтлӑха сирме йышӑннӑ. Михаил Игнатьев Элтеперӗн ӗнерхи хушӑвӗнче ҫавна тӗрӗслев пынипе сӑлтавланӑ.
Паян ирпе Шупашкарти Ленин район сучӗ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗпчевҫисем ыйтнине пӑхса тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем «Биологилле тасатмалли сооруженисем» предприятин пуҫлӑхӗн Сергей Анисимовӑн тата Шупашкарти «Ордер» тулли мар яваплӑ обществӑн Ольга Филиппован хваттерӗсене ухтарма ыйтнӑ. Суд тӗпчевҫӗсен ыйтӑвне тивӗҫтерни пирки «Коммерсантъ» кӑларӑм хыпарланӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Сергей Анисимовпа Ольга Филиппова Чӑваш Енӗн Экономика министерствине ертсе пынӑ, республика вице-премьерӗ пулнӑ Владимир Аврелькинпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ имӗш.
Министра, аса илтерер, хыснаран субсиди панӑ чухне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе вӑхӑтлӑха арестленӗччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сергей Анисимовпа Ольга Филиппова тата ыттисем пулӑшнипе 20 миллион тенкӗ ытла субсидие саккуна пӑсса хыснаран уйӑрнӑ-мӗн.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн тивӗҫне ӗнертенпе Светлана Ананьева пурнӑҫлать. Маларах вӑл Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева пулӑшма шанчӗҫ. Ҫав должноҫре вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе тӑрӑшрӗ.
Ӗнер Светлана Ананьевӑна пулӑшуҫӑ должноҫӗнче хӑтарнӑ. Ӗнерех ӑна экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ.
Чӑваш Енӗн вице-министрӗнче тата министрта тӑрӑшнӑ Владимир Аврелькин тӗлӗшпе Раҫсейӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗпчевҫисем нумаях пулмасть пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Владимир Аврелькина следстви вӑхӑтӗнче икӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Министра нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗччен арестленӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем республика правительствине шансах каймаҫҫӗ. Анчах пурте мар. Оппозици текен хӑш-пӗр партин хӑш-пӗр депутачӗ.
Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, паян чӑваш парламенчӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин парламентри фракцийӗн пайташӗ Игорь Моляков республика Элтеперне Михаил Игнатьева правительствӑна шаннипе шанманни пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче тухса калаҫма сӗннӗ. Парламентари республика ертӳҫине ыранхи сессире калаҫтарасшӑн пулнӑ. Игорь Моляков ыйтӑвӗ Чӑваш Енӗн вице-премьерне Владимир Аврелькина йӗрке хуралҫисем тытса чарнине кура ҫуралнӑ.
Парламентӑн президиумӗн паянхи ларӑвне хутшӑннӑ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗсем Игорь Моляков сӗнӗвне ырламан.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрне Владимир Аврелькина тытса чарнӑ текен сӑмах тухни, карйан ҫав хыпар тӗрӗс марри ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ кун каялла пӗлтернӗччӗ. Тытса чарнӑ текен сӑмах чӑнлӑхпа килӗшсе тӑманнине министерство Инстаграмрах хыпарланӑччӗ. Ҫав вӑхӑтрах Андрей Иванов журналист ведомство министра тытса чарнине кӑна йышӑнман. Ухтару пулнине тунман шухӑшлӑ статья «Правда ПФО» тенче тетелӗнчи хаҫатра пичетленӗччӗ.
Халӗ ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Экономика атланӑвӗн минситрӗ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ иккен. Ӑна Раҫсейӗн Хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ӗнер пуҫарнӑ. Аврелькина ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Министр тӗлешпе пуҫиле ӗс пуҫарнине Чӑваш Енӗн прокуратуринче те ҫирӗплетнӗ.
Ӗнер, раштавӑн 11-мӗшӗнче, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче, каярах усламҫасен хушшинче те, Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрне Владимир Аврелькина тытса чарнӑ текен сас-хура сарӑлнӑ. Владимир Аврелькина Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тытса чарнӑ, министрӑн хваттерӗнче тата министерствӑра ухтарнӑ тесе сӑмах тухнӑ.
Паян министерство Инстаграмри хӑйӗн страницинче ку хыпар чӑнлӑхпа килӗшсе тӑманнине хыпарларӗ. Унтан та ытларах — министр паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ытти тӗрлӗ канашлу ирттернӗ.
Паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабиенчӗн ларӑвӗнче Владимир Аврелькин «Развитие промышленности и инновационная экономика» (чӑв. Промышленноҫа тата инноваци экономикине аталантарасси) программӑпа паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |