Патӑрьел районӗн тӗп пульницин инфекци уйрӑмне юсаса ҫӗнетӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ.
Юсав ӗҫӗсене ирттерме 17,2 млн тенкӗ уйӑрма хатӗр. Подрядчике ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен уйрӑма юсаса пӗтермелле: фасадне, шалтине ҫӗнетӗҫ, унитазсемпе умывальниксене, душ кабинисене улӑштарӗҫ, инженери сечӗсене юсӗҫ.
Палӑртмалла: пандеми вӑхӑтӗнче унта 20 койкаллӑ ковид-госпиталь пулнӑ.
Патӑрьелти ача ҫуратмалли уйрӑма хупӗҫ. Малашне вӑл чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе аптӑракан пациентсене йышӑнӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тишкерӳ тунӑ та ҫакӑ палӑрнӑ: Патӑрьел районӗнчи пулас амӑшӗсен 50 проценчӗ Шупашкара ҫуратма каять. Ыттисем вара Канаш хулинче ҫӑмӑлланаҫҫӗ. Кӑшӑлвирус пандемийӗ вӑхӑтӗнче ҫапла йӗрке пулнӑ: йывӑртарах пациентсене Президент пепкелӗх центрне ҫуратма янӑ, ыттисене - Канаша.
Патӑрьелти ача ҫуратмалли ҫурта иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ. Вӑл хальхи пурнӑҫ ыйтакан условисемпе килӗшсе тӑмасть-мӗн. Ҫавӑнпа унӑн профильне улӑштарма йышӑннӑ. Ҫапах районти пульницӑра ача ҫуратмалли зал ӗҫлӗ.
Чӑваш Енре чирлӗ ҫынсене вертолётпа та больницӑсене илсе ҫитерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Санитари авиацийӗ валли ятарлӑ лапамсем кирлӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ун пеккисене Патӑрьелте тата Етӗрнере тумалла.
Ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассинче тепӗр чухне кашни ҫеккунт хаклӑ. Тухтӑрсем патне вӑхӑтра илсе ҫитерме хӑш чухне вертолётсем пулӑшаҫҫӗ.
Ун пек тӗслӗхсенчен пӗри пирки Софья Савнеш ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Хӗрлӗ Чутай районӗнчи 70 ҫулти арҫынӑн кӑкӑрӗ тӗлӗнче ыратма пуҫласан ӑна васкавлӑ медпулӑшупа Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе кайнӑ. Унти тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пациентӑн миокард инфаркчӗ пулни палӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн ватӑ ҫынна Республикӑн клиника пульницине коронографи операцийӗ тума вертолётпа ӑсатнӑ.
Патӑрьелте ача-пӑча лапамӗнче 9 ҫулти ача шар курнӑ. Унӑн пӳрни хӗсӗнсе ларнӑ. Шел те, пӗр пайӗ татӑлса ӳкнӗ.
Ку ӗнер Киров урамӗнчи 33-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ача тӑвайккинчен ярӑннӑ. Ҫавӑн чухне пӳрни хушӑка хӗсеннӗ. Палӑртмалла: тӑвайкки ҫӗнӗ. Ҫынсем халӑх тетелӗнче каланӑ тӑрӑх, вӑл вырнаҫтарсанах авӑннӑ, хушӑк курӑнма пуҫланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ҫар мухтавӗн музейӗнче «У истоков зоргенского движения» (чӑв. Зорге юхӑмӗн пуҫламӑшӗнче) курав уҫӑлнӑ. Ӑна асӑннӑ юхӑма Чӑваш Енре пуҫарса янӑ Мария Красновӑна халалланӑ.
Курава уҫма Мария Александровнӑн ҫывӑх ҫыннисем хутшӑннӑ. Музея вӗсем фотосемпе документсен архивне, ҫав шутра Зорген тӑвванӗсемпе тата ӗҫтешӗсемпе ҫӳретнӗ ҫырусене, легендарлӑ разведчикӑн уйрӑм япалисене парнеленӗ.
Мария Краснова хӑй вӑхӑтӗнче Патӑрьелӗнчи шкулта пионервожатӑйра ӗҫленӗ. Вӑл Зорге пурнӑҫӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл ертсе пынипе 1965 ҫулта Чӑваш Енрен Бакуна, Зорген иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ патне тухса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пирӗн республикӑра Зорге юхӑмӗ пуҫланса кайнӑ. 1978 ҫулта Шупашкарти 3-мӗш шкулта Р. Зорге ячӗллӗ мемориал комплексӗ уҫнӑ. Мария Краснова вӑл вӑхӑтра унта ӗҫленӗ. Хӗрарӑм ҫав пуянлӑха пысӑкрах шая кӑларма ӗмӗтленнӗ, анчах хӑй туса ӗлкӗреймен, халӗ унӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫав ӗмӗте пурнӑҫланӑ.
Истори предмечӗпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. Республикӑри виҫӗ ҫамрӑк 100 балл пухнӑ.
Вӗсен йышӗнче - Патӑрьелти 1-мӗш шкулӗнчи Самира Хусетдинова, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти Елизавета Воробьева, Шупашкарти 3-мӗш лицейри Артем Трофимов.
Ҫак хӗрача – чӑн-чӑн маттур. Вӑл икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ. Сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкарти Виктория Котусенко пирки пырать. Вӑл химипе тата вырӑс чӗлхипе пулнӑ экзаменсенче ҫавӑн чухлӗ балл пухнӑ.
Республикипе илес тӗк, вырӑс чӗлхи экзаменӗнче 36 ҫамрӑк 100 балл пухнӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Канашран, Йӗпреҫрен, Вӑрмартан, Патӗрьелтен пур.
Пӑла юханшывӗпе мӗн пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Батырево sos» пабликра сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ: Пӑла юханшывӗ сӗт тӗслӗ.
Ку – Елчӗк районӗнче. Тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксене прокуратура асӑрханӑ та тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: Пӑла юханшывне 2020, 2021, 2022 ҫулсенче таса мар шыв юхнине палӑртнӑ. Кӑҫал та ав ҫав лару-тӑрӑвах.
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче «Ял хапхи» стела уҫнӑ.
Ӑна вырӑнтисем нимелле туса лартнӑ тесен те йӑнӑш мар.
Стелӑна уҫма Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов тата муниципалитетӑн Первомайскинчи пайӗн ертӳҫи Анатолий Сорокин, Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи чиркӳ настоятелӗ Сергий атте тата ытти хӑна пырса ҫитнӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, Рудольф Селиванов стелӑна тӑвас ӗҫе никӗсӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен йӗркелесе пынисене тата ҫав ӗҫе хастар хутшӑннӑ ял халӑхне тав тунӑ.
Истори астӑвӑмӗ — иртнӗ вӑхӑт мар вӑл, вӑл пуласлӑхӑн никӗсӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлать Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптор. Раҫҫейре патриотизма аталантармалли сӑлтав — аслӑ пулӑмсемпе пирӗн несӗлӗмӗрсен паттӑрлӑхӗ тесе шухӑшлать.
Скульптор пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн историлле туризмӗ паян асӑннӑ авторӑн пултарулӑх центрӗ хатӗрленӗ лаша монуменчӗсемпе те пуянланать. Вӗсене Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсенче вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ӗҫсемпе туристсем те кӑсӑкланса паллашаҫҫӗ иккен.
Николай Кондрашкин хӑйӗн ӗҫӗсенче 434-453 ҫулсенчи хунсен ертӳҫине Аттилӑна кӑтартса парать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |