Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тӗрлӗ районпа хулана, предприяти-организацие ҫине-ҫинех тухса ҫӳрет. Ӗнер вӑл блогерсемпе Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗ ҫывӑхӗнчи кану базинче тӗл пулнӑ.
Тӗнче тетелӗнче хӑйсен шухӑшне ҫыракансем Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканпа курнӑҫма кӑмӑлпах пуҫтарӑннӑ тесе пӗлтерет «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм. Блогерсем сӗнекен шухӑшсем анлӑшӗпе палӑрса тӑман-мӗн, вӗсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗнчен пуҫласа виртуаллӑ куравсем йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Михаил Игнатьев пурне те тимлӗн итленӗ, кайран вӑл ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: «Чӑн пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ сирӗн идейӑрсемпе шухӑшӑрсем республикӑра пурӑнакансемпе ҫыхӑннӑ, — тенӗ Михаил Васильевич. — Ҫулланнисемпе те, ача пахчинчи ача шутланакансемпе те, вӑренекенсемпе те. Анчах эпӗ сире тепӗр ене тимлӗх уйӑрма ыйтнӑ пулӑттӑм, тӗрӗсрех, наци сывлӑхне. Ӑна сывӑ апатланупа ҫыхӑнтарма. Пахалӑхсӑр апат-ҫимӗҫшӗн укҫа тӳлесе питӗ нумай ҫын йӑнӑшать. Кайран — аптекӑсем, пульницӑсем, сипленӳ тата каллех ҫемье хыснинчен тӑкаклану.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче фашистсене ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ май Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче те тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Хальхинче вара апашсем Муркаш тӑрӑхӗнчи Анаткас Апаш ялӗнче пулнӑ.
Хӑнасем пушӑ алӑпа пыман. Апашри халӑх театрӗ постановка илсе пынӑ. Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялне те ахальтен суйламан вӗсем. Унта Шупашкар районӗн хисеплӗ гражданинӗ В.И.Смородинов ҫуралса ӳснӗ.
Муркашсем Апашран килнӗ хӑнасен постановкине ӑшшӑн йышӑннӑ. Апашсем В.Кирилловӑн «Ҫулсем иртсен, кунсем юлсан» спектакльне лартнӑ.
Анаткас Апаш ҫыннисем хӑнасене чылайччен алӑ ҫупнӑ, тав тунӑ. Муркашсем апашсене концертпа пыма шантарнӑ. Ҫапла майпа икӗ ял хушшинчи туслӑх кӗперӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленет.
Ӗнер Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Мария Симакова ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш тӗрри» курав уҫнӑ. Унта Чӑваш Ен Этеперӗ Михаил Михаил Игнатьев тата республикӑна ертсе пыракансем, ҫав шутра экономика аталанӑвӗн министрсем, хутшӑннӑ.
Курава тӑратнӑ кашни ӗҫре ӑстан чунӗ тесе палӑртнӑ май Михаил Игнатьев Мария Симакована Тав хучӗпе тата сехетпе чысланӑ.
Экспозици, чӑн та, пуян. «Чӑваш тӗррин шкулӗн ертсе пыракан ӗҫченӗн» (кун пек сӑмахпа Симакована Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хаклать) 80 ҫулхине халалланӑ куравра 100 ӗҫ вырӑн тупнӑ, ҫав шутра наци тӗрриллӗ 200-е яхӑн япала. Курав икӗ пайран тӑрать. Тӗп зала декорациллӗ панно, сӗтел ҫивиттийӗ, чӳрече карри, алшӑлли йышшисене вырнаҫтарнӑ, тепӗр пайӗнче — наци тумне.
Маряи Симакова Шупашкар районӗнчи Апашра 1938 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 12 ҫултан тытӑнса колхозра ӗҫе кӳлӗннӗ. Каярах вӑл Шупашкарти стройкӑсенче, Казахстанра ҫӗнӗ ҫӗр уҫнӑ ҫӗрте те тимленӗ. Анчах пурнӑҫне вӑл чӑваш тӗррине халалланӑ, «Паха тӗрӗ» фабрикӑра чылай ҫул тӑрӑшнӑ.
Шупашкар районӗнче хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене шута илесси епле шайра пынине унта нумаях пулмасть иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрлехи харпӑрлӑхра шутланакан ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр лаптӑкӗнчен 76 процентне регистрациленӗ. 9036 гектар ҫинче 3706 ҫӗр пайӗ хуҫасӑр шутланаҫҫӗ. Ун пеккисем Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнче 1987,51 га, Янӑшра — 1580,67 га, Шемшерте — 966 га, Апашра — 710 га, Ишекре — 412 га. Ытти тӑрӑхсенче сахалтарах-мӗн.
Хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене ял тӑрӑхӗсем хӑйсем ҫине куҫарас тесе суда тавӑҫпа тухаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе Янӑш ял тӑрӑхӗнче уйрӑмах аван йӗркеленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӗсем суда 212 тавӑҫ тӑратнӑ-мӗн, ҫав шутран 131 тӗслӗхпе суд ял тӑрӑхне тивӗҫтерекен йышӑну кӑларнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра 95 ҫын ҫӗр пайӗ кирлӗ мар тесе ӑна пӑрахма йышӑннӑ. Ҫапла майпа ял тӑрӑхне 612 гектар ҫӗр куҫнӑ. Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗ те хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене тытса илессипе хастар. Унтисем суда 197 заявлени тӑратнӑ. Вӗсенчен 95-шне тивӗҫтернӗ.
Чӑваш Енре Культура ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать. Ҫавна май республикӑри районсенче концертсем йӗркелеҫҫӗ. Владимир Путин Раҫҫейре Культура ҫулталӑкне обществӑна культура ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас, культурӑпа истори еткерне сыхласа хӑварас тӗллевпе йышӑннӑ.
Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнчи клуб музейӗнче Культура ҫулталӑкӗн пӗтӗмлетӳллӗ концерчӗ иртнӗ.
Ҫак кун Апаш клубне ку тӑрӑхри пур пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ: «Ивушка» хор ушкӑнӗ, «Импульс» ташӑ ушкӑнӗ, «Шурӑ акӑш» хор ушкӑнӗ, «Ӳнер сӑмахӗ» клуба ҫӳрекенсем тата Апашри халӑх театрӗ.
Концерт халӑха килӗшнӗ. Ку кашни юрӑ хыҫҫӑн тӑвӑллӑн алӑ ҫупнинчен те паллӑ пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» аваллӑх управҫи мӗнпе куракана хапӑл пулнине ятӗнченех ӑнланма пулать. Кивӗ шкул пулнӑ ҫуртра хӑй вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ ҫак культура учрежеднийӗ таврара ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ.
Пӗр вырӑнта тӑмасть музей. Аталанса пырать. Ҫав шутра «Чӑваш картишне» асӑнма пулать. Музей ҫумӗнчи лапамра вырнаҫнӑскер пирки ытлашши темех каласа кӑтартма та мар-тӑр, мӗншӗн тесен ӑна та ячӗ уҫса парать.
Унта юлашки вӑхӑтра ҫамрӑк мӑшӑрсем пырса ҫӳресси йӑлана кӗме тытӑннӑ иккен. Ҫавӑн пек самантсенчен Апашри «Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ те юлмасть. Иртнӗ эрне кун та вӑл унта ҫитнӗ. Тин кӑна мӑшӑрланнисене ушкӑн чӑвашла юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Чӑваш Енре культура объекчӗсен йышӗ сахалланӗ. Кун пирки республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ иккен.
Шупашкар районӗнчи Апашра хӑй вӑхӑтӗнче вырнаҫтарнӑ палӑка 1906 ҫулхи чӑваш хресченӗсен пӑлхавне асӑнса лартнӑ иккен. Патшалӑх хӳтлӗхӗнче вӑл 1974 ҫултанпа пулнӑ. Ефимов министр каланӑ тӑрӑх, палӑка чӑтӑмлах мар материалтан ӑсталанине пула ҫулсем иртнӗҫем вӑл ишӗлсе пӗтнӗ-мӗн. Ҫавна май ӑна культура эткерлӗхӗ шутӗнчен кӑларас тесе шут тытнӑ.
Асӑннӑ палӑксӑр пуҫне Шупашкар районӗнче регион пӗлтерӗшлӗ тата тепӗр тӑватӑ объект иккен. Ку шутра — 1821 ҫулта Шемшерте хута янӑ Успени чиркӗвӗ, 1917 ҫулта тунӑ Алькешри Хусан Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ, 1809 ҫулта Ҫӳлтикассинче уҫнӑ Улатимӗр Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ тата 19-мӗш ӗмӗрхи Мӑнал ялӗнчи Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗ.
Паян «Стрижи» пилотаж ушкӑнӗ Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче пулнӑ. Вӗсене «Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ кӗтсе илнӗ. Вӗсене ҫулӑма пуҫ тайнине йӑлине кӑтартнӑ.
Апашри информаципе культура центрӗн пуҫлӑхӗ Любовь Кириллова пӗлтернӗ тӑрӑх, унта виҫӗ сехет пулнӑ вӑхӑтра 20 ҫынран тӑракан пилот ушкӑнӗ Апаш купельне те ҫитсе килнӗ. Вӗсем пӑр пек шыва та кӗрсе тухнӑ.
Аса илтеретпӗр, «Стрижи» пилаж ушкӑнӗ ӗнер пирӗн Шупашкарта пурӑнакансемпе унӑн хӑнисене авиа-шоу кӑтартса савӑнтарчӗ.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей икӗ ҫӗршывӑн туслӑхне ҫирӗплетессишӗн самай ӗҫ туса ирттерет. Иртнӗ эрнере унта Китай чӗлхипе культурине вӗрентекен Мускаври центр директорӗ Сунь Сяовэй пулнӑ.
Хӑна чӑваш халӑхӗн культура вӑй-хӑвачӗпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Музейри экскурси вӑхӑтӗнче хӑна чӑвашсемпе китай халӑхӗн пӗрпеклӗхне сахал мар асӑрханӑ-мӗн.
Сунья Мяовэйа кӗтсе илме Шупашкар район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ Зоя Маслова та хутшӑннӑ. Вӑл район пирки каласа кӑтартнӑ. «Бичуринӑн ӑслӑлӑхри паттӑрлӑхӗ» залра хӑна ячӗпе Пекин оперинчи арисене янӑратнӑ. «Тӗлӗнтермӗш Китайри ҫулҫӳрев» клуба ҫӳрекенсем хӑнана китай чӗлхипе кӗтсе илнӗ. Бичурин хӑй вӑхӑтӗнче асӑннӑ чӗлхерен куҫарнӑ сӑвӑсене ҫавсем виҫӗ чӗлхепе вуласа панӑ. Музей ертӳҫи Ирина Удалова Китайпа хӑйсен учрежденийӗн туслӑхне халалланӑ материалпа паллаштарнӑ. «Паха тӗрӗ» хапрӑкӑн пуҫлӑхӗ Наталья Посынкина чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ.
Китай хӑнине Апаш тӑрӑхне те илсе кайнӑ. Ӑна унта вута пуҫ таяс йӗркене туса кӑтартнӑ.
Мӑнкун умӗн Чаваш Енре ыркӑмӑллӑх акцийӗ пуҫарнӑ. Ку сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, сусӑрсене пырса тивет.
Шупашкарти Мускав район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑнкун умӗн сахал тупӑшлӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесем, сусӑрсем, Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн Апашри храмӗн ятарлӑ интерначӗсен воспитанникӗсем валли тумтир пухма палӑртнӑ.
Акци вӑхӑтӗнче ачасен тата аслӑ ҫынсен тумтирӗсене, пушмакӗсене йышӑнӗҫ. Анчах вӗсем тӑхӑнма юрахлӑ пулччӑр. Ҫавӑн пекех спорт инвентарӗсене, пластмасса теттесене, ача-пӑча кӗнекисене илсе килме юрать. Ача кӳмисене, велосипедсене, сумкӑсене, шкула ҫӳремелли рюкзаксене тата ытти пулӑшӑва та йышанӗҫ.
Япаласене «Ровесник» культура ҫуртне ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 7 сехетчен килсе пама май пур. Анчах вырсарникунсерен йышӑнмӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |